Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗпе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫитет, ачам, урӑх ан кала, — терӗ чӗтрекен аллипе куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлма хӑтланса, анчах та хытӑ чӗтренипе аллисем нимле те куҫ тӗлне пулаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Асту, тӑватӑ пушӑ кӗленче илсе тухса параймасан ҫӗҫӗ вӗҫӗпе хырса тасататӑп сан вараланчӑк сӑмсу вӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Асли Вова тӑсса панӑ алӑ тӑрӑх улӑхсан аялта хӗвӗшекенсем ҫинелле пӑхса илчӗ, вара йӑпӑртатса чупса анса кайрӗ, пӗчӗкҫеҫҫӗ те шӗвӗр чӗрнисем Вовӑн ҫара хулне йӗп вӗҫӗпе кӑтӑклантарнӑ пекех кӑтӑклантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тӗтӗм шӑрши ҫапса лартнӑ саппунӑн хӑрах вӗҫӗпе куҫне шӑлать Амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пӗтӗмпех тӗрӗс тунӑ ӗнтӗ: патаксене шӗвӗртнӗ, ҫӗҫӗ вӗҫӗпе хырса якатнӑ, вӗҫӗсене ҫыпӑҫтарнӑ — шӑрпӑкӗсем ҫунманни кӑна пӗтерет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӗлхе вӗҫӗпе тӗкӗннӗ япала урӑм-сурӑм пылакскер.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тутӑрӗ вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӗрӗм ӗҫе кайнӑ, виҫӗ кун ӗнтӗ киле килменни, эпир кӗтсе ывӑнтӑмӑр ӑна, — вӑл тутӑр вӗҫӗпе питне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӑран кӗсрене апла та капла турткалакан, тилхепе вӗҫӗпе лашана шарт та шарт ҫапакан этем каплипех тарса ӳкес ҫуккине ӑнланать те, анса, чӑтлӑхалла тапса сикет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксенчен пӗри, пуртӑпа лачлаттара-лачлаттара, тин кӑна касса ӳкернӗ ҫамрӑк юманран хуран ҫакмалли ӑсталать; тепри, чавса тӑршшӗ ҫӗҫӗ вӗҫӗпе ним шелсӗр шӑйӑрттарса, лаштра хурӑн хуппине кашӑртаттарсах сӗвет; виҫҫӗмӗшӗ хӑрӑк турать таврашне шартлаттара-шартлаттара хуҫать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йывӑҫ папкисем, мӑнтӑрланса та мӑнтӑрланса пырса, хӑйсен витти-хупписене, нӑрӑ ҫунатти пек ҫап-ҫутӑскерсене, пӳрне вӗҫӗпе шач ҫаптарса янӑн айккинелле сирпӗтме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стервиз, чӗлхесӗр этем пек, мӑк-мак тукалать пиншак ҫухин вӗҫӗпе тутине хуплать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӳретӗн вара вӗсем хыҫҫӑн анчӑк пек лӗпӗстетсе, пуҫҫапса, — Маруҫ, вӑхӑтлӑха калама чарӑнса, тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлса типӗтет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта Пӑлаки аппа ачан пит-куҫне шӑлкалама пӑрахать те хӑй куҫне тутӑр вӗҫӗпе пикенсех типӗтме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Мӗн пулчӗ? — тӗпчет вӑл, Ваҫук куҫне тутӑрӗн вӗҫӗпе шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Шӑнкӑрч! — унччен йӗнипе шывланнӑ куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлса, ача патне чупса пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑл ҫухана тӑвасса вырӑсла тӑваҫҫӗ те вӗсем, тӳми шӑтӑкне тума пӗлмеҫҫӗ: темӗскерле, йӗке вӗҫӗпе пат тӗртсе шӑтарнӑ пек, хайчӑпа касса кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ачи тӑрса юлчӗ, сан ывӑлу, ҫичӗ уйӑхра ҫуралнӑскер, — тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаларӗ Огрок.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех