Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗпе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кинжал, вӗҫӗпе ӳксе, урайне тӑрӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тевлеш ҫанӑ вӗҫӗпе куҫне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗркунне пӗр пӑт вырӑнне иккӗ парӑп, — терӗ вӑл, куҫҫульленнӗ куҫне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан тепӗр кӗсйинчен чӑлт-шурӑ вӑрӑм пурҫӑн шарф туртса кӑларчӗ, ӑна, икӗ вӗҫӗпе хыҫалалла вӗлкӗшмелле туса, Иван мӑйӗнчен ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑть тилхепе вӗҫӗпе хӑмсар, хӑть ҫурӑм тӑрӑх чӑпӑрккапа турт — хӑнк та тумасть.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл кӗнӗ вӑхӑтра Сююнбике ал тутри вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлкаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакна тӑнласа пыракан Иливан Пайкука ӗсенкӗ вӗҫӗпе уринчен кӑт! тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне йӗрленине пӗлнӗ князь ялтан урам леш вӗҫӗпе тухрӗ те Сӗве урлӑ каҫма хӑтланса пӑхмасӑрах тӑвалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑнсӑртран кӗсйинче пулнӑ хачча кӑларчӗ те унӑн вӗҫӗпе хурӑн ҫине «Иван» тесе ҫырни ҫумне «паттӑр» тесе ҫырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Пӗрле аван пурӑннӑччӗ, — терӗ пӗр кинеми Катя амӑшне, хӑй ҫавӑнтах тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Вӗренме, — шӑппӑн каларӑм эпӗ, тутӑр вӗҫӗпе тутана хупласа.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте Катя амӑшӗ йӗтӗн ҫеҫки пек илемлӗ куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаласа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ питне-куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаласа илчӗ те, карта урлӑ каҫса, хуллен килнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне унта, вучах умӗнче, лутра пӗчӗк пукан ҫинче ларать, сурпан вӗҫӗпе куҫне шӑлса йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте валли илсе кайма анне пештӗре икӗ ҫавра чӗл ҫӑкӑр чикрӗ, кашӑк хучӗ, чӗресе, хурантан ҫӑпалапа хыркаласа, сӑтӑркаласа, шӗвӗ пӑтӑ ячӗ, ун ҫине пӗр кашӑк кантӑр ҫӑвӗ сапрӗ те, шурӑ сурпан вӗҫӗпе чӗркесе витсе мана тыттарчӗ, ҫурӑм хыҫне пештӗре ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лашана чӗлпӗр вӗҫӗпе ҫапкаласа хӑваларӑм, насус сарайӗ патӗнчен пӑрӑнса, ял айккипе чуптартӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ах, тем курас пулӗ, — вӑраххӑн сывласа илчӗ те Улля аппа, куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаларӗ, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркеленчӗк ырхан пичӗ ҫинчен куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ, путса кӗнӗ куҫӗпе ӑшшӑн пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа Улля аппа типшӗм пит-куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлкалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех