Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсенче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан ҫамрӑксен хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартса пама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d0%b ... %bd%d3%91/

«Пӗлтӗр 5-9 классенче вӗренекен 3 пин ытла шкул ачи Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ. Кӑҫал вӗсен шутне 5 пин таранччен ӳстерме палӑртнӑ — 1-4 тата 10-11 классенче вӗренекенсене те явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пӗлтерӗшлӗ ытти вырӑнсенче чӗрӗ урок формачӗпе мероприятисем ирттерме пуҫланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

Вунпӗршер командӑран «Грация» тата «Лидер» пиллӗкмӗш, «Огонек» тата «Блестки» улттӑмӗш вырӑнсенче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллисем – Патӑрьелсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50247-k-ta ... pat-relsem

Хӑй хыҫҫӑн ырӑ йӗр юлтӑр тесе ют вырӑнсенче те, май килнӗ чух, йывӑҫсем ларта-ларта чӗртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫав автобусри ухмахла инфляциччен Мускавран каймасӑр тенӗ пек укҫаллӑ вырӑнсенче пӗр канмасӑр ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Зарничкӑра» вара Хирти Пикшикри вӑтам шкул ачисем пӗрремӗш, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем иккӗмӗш, Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкул патриочӗсем виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем паллӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50169-c-nt ... sem-pall-3

«Зарницӑра» Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкул пӗрремӗш, Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул - иккӗмӗш, Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкул - виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем паллӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50169-c-nt ... sem-pall-3

Вутпа кӗрешекенсем тӗтӗмленнӗ вырӑнсенче усӑ куракан ҫӑлӑнӑҫ аппарачӗсене ачасем курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403

Вӑл ҫитмен вырӑнсенче те унӑн синкерлӗхӗ йӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Ҫавӑн пекех пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗпе хурса пӗвесене тасатасси тата вӗсене йӗри-тавралла тирпейлесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ вырӑнсенче.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Мотоцикл вӑхӑт-вӑхӑтӑн сывлӑшалла вӗҫсе хӑпарса каяссӑн, хӑш чух, тикӗс мар вырӑнсенче, кӗҫ-вӗҫ саланса пайӑн-пайӑн тӗрлӗ еннелле сирпӗнессӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Митинг хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ К.И. Степановӑн обелискӗ патне чӗрӗ чечексемпе пуҫ кӑшӑлӗ хунӑ, ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те асӑнса обелисксем патне пуҫ кӑшӑлӗсем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407

Майӑн 8-мӗшӗнче Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн территорийӗнче халӑх пурӑнакан вырӑнсенче 1941-1945 ҫҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ митингсем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн ялӗсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ митингсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3760894

Сӑнӳкерчӗксем урлӑ, музей экспоначӗсем, ҫапӑҫусем иртнӗ вырӑнсенче чавса кӑларнӑ трофейсем урлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне Пишпӳлекре пӗтӗм чунтан паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... va-3761017

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ҫамрӑк Илья Репин хӑйӗн «Атӑл ҫинчи бурлаксем» картини валли шӑпах ҫав вырӑнсенче этюдсем ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑнти улах вырӑнсенче ⎼ ҫӳллех мар сӑрт-ту хушшипе юхса выртакан таса шывсен хӗрринче ⎼ чӑвашсем хӑйсен авалхи вӑрттӑн йӑли-йӗркине тимлӗн упраса усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫав тӗлӗнмелле калпак хӑш-пӗр вырӑнсенче ҫеҫ сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

— Юсуп, — тенӗ вӑл, — ҫак вырӑнсенче манӑн атте те ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав вырӑнсенче эпир иксӗмӗр те пулса курманччӗ, анчах пӗр-пӗринпе унта пулса курнӑ пекех тавлашаттӑмӑр, шӳтлеттӗмӗр, кулаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех