Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑсен (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта ҫын нушине ӑнланакан, ӑшӑ сӑмахпа ватӑсен чӗрине ӑшӑтма пӗлекен, пулӑшу пама яланах хатӗр специалистсем вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

Ыттисен ⎼ яшсемпе хӗрсен, арҫынсен, ватӑсен ⎼ кӑкӑр ум иленки шайлашусӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ватӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене курсан пурте хавхаланаҫҫӗ: аслисем пурӑнма тата пурнӑҫпа киленме кая юлманнине ӑнланса илеҫҫӗ, ҫамрӑксем вара — тӑнлав пасарсан та хитре ҫын илемлӗ пулса юлассине.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

Тилли пек чӑвашсем, пурнӑҫ тем пек йывӑр пулсан та, вилме маннӑ ватӑсен ҫулне ҫитиччен пурӑнма ӗмӗтленнӗ, «пурӑнар-ха пурнӑҫа…» тесе юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тен, ҫав ватӑсен тата та хырҫӑ-марҫӑ тӳлемелле?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӳклемине ӑнӑҫлӑн ирттерме авалхи ватӑсен йӑлипе пӑтӑ пӗҫерсе хураҫҫӗ те, пуҫланать вара уяв.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хурӑн сиплӗ, хурӑн сӑваплӑ, хурӑнра леш тӗнчене кайнӑ ватӑсен вӑйӗ, чунӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ватӑсен пурнӑҫне интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ тӑвассишӗн те тимлеҫҫӗ кунти ӗҫченсем.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ара, кирек хӑш самантра та кунта пурӑнакансене хӑйсене тӗллӗн ҫеҫ хӑварма ҫук-ҫке, чир аптратса ӳкересси час-час пулать ватӑсен.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ялти ватӑсен умӗнче куҫран ӳкесшӗн пулман.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫавӑн пекех пӗччен ватӑсен, сывлӑх енчен хавшанӑ ҫынсен пурнӑҫне те тимлӗх уйӑрасшӑн, вӗсене куллен пулӑшакансемпе паллаштарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

— Каҫарӑрах ӗнтӗ, — терӗ Семен Дмитриевич, ватӑсен аллисене хыттӑн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Асамлӑ юрӑҫӑ вара каллех ҫывхарчӗ, ватӑсен ҫамрӑклӑхне аса илтерсе хӑй кӗввине кӗвӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сӑмахран, ватӑсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ чухне психолог пек пулса вӗсен пӑшӑрханӑвӗсене итлемелле, сӗнӳ-канаш памалла.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Ҫавӑнпа унти ватӑсен пурнӑҫ шӑпине те пӗлеттӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Питомникри ватӑсен хӑш колхозра мӗнле, ӑҫта лартнине тата калчисем ют вырӑнта мӗнле ӳснине питӗ пӗлесшӗнччӗ, Нурӑс пасарне килекен хӗрарӑмсенчен чарсах ыйтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тепӗр эрнере класс сехетне ватӑсен кунне халаллӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли пирки калаҫаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11359-ch ... i-kalacacc

Ватӑсен ҫакӑн пек аса илӗвӗсене итлесе е вуласа ларатӑн та пит тӑрӑх куҫҫуль юхса аннине те сисместӗн.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Юбилей тата ватӑсен кунӗ тӗлне «95 ырӑ ӗҫ» акци пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех