Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кавал хӗрӗ ҫыпӑҫуллӑ та ачаш аллисемпе хӗртнӗ тӑмран тӗрлӗ чӗр чун кӗлеткине калӑпласа, сӑрласа «чун» кӗртнӗ, чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса аваллӑха ҫутатнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Ҫамкине картлантарсах тем шутлать, ӗнсине хыҫкалать те пуҫ тӳпине хыпалать, хӑйне вӗлле хурчӗсем тапӑннӑ чухнехи пек, аллисемпе сулкалашса илет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лешсем вара сак айӗпе вӑрттӑн йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ачан ҫара урине сивӗ аллисемпе хыпаласа иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетейӗн, кашкӑр ҫине тапӑнса, ӑна ҫара аллисемпе пӑвса вӗлерес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуринчен ытла Сухви кӑмӑлсӑрлӑхне кӑтартать, патак пек ҫинҫе вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сухви маларах тухрӗ те, аллисемпе сулса, мӗн пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кунта Илемпи аллисемпе икӗ аякне тытса ҫиллес сӑн-питлӗн тӑрать, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арӑмӗ ӑна ямарӗ, алӑк умӗнче аллисемпе алӑк суллинчен тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Калаҫса татӑлтӑмӑр тейӗпӗр, — аллисемпе хӑлаҫланчӗ Силпи.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Аллисемпе ӗҫлесе, вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑрӑшса, пӗр чарӑнмасӑр Кирей аллисемпе ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хӗрарӑм ҫӗкленсе чипер ҫи-пуҫӗпех асфальт ҫине ларчӗ, аллисемпе чӗркуҫҫине шӑла-шӑла илчӗ, — картлашкисем ҫӳллӗ тата ҫӗнӗ плитисем ытла та яка, кафене нумай пулмасть уҫнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сержант аллисемпе ачасен кӗсйисене хыпашласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тарӑхтаракан шӑнаран хӑтӑлас майлӑ ун еннелле аллисемпе ҫеҫ сулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫавах та эпӗ ку ҫуртра ҫуралнӑ, ман пурнӑҫӑн пӗр пайӗ кунта иртнӗ, — Камай ура ҫине тӑчӗ, аллисемпе стенана шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Амӑшӗ ҫавӑнтах тунсӑха путрӗ, кушӑрханнӑ аллисемпе сапунне шӑла-шӑла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Епле тӳссе ирттерес мар-ха, - тет вӑл вӗҫӗмсӗр ӗҫленипе куштӑркаса кайнӑ аллисемпе ҫатлаттарса.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Тин кӑна тытнӑ пулӑ евӗр ҫуталса тӑракан хулҫурӑмлӑ хӗр-упраҫ, аллисемпе куҫӗсене хупласа, ҫари ҫухӑрса ярать, кашкӑртан таракан сурӑхсем пек, ҫӳҫе хӳттине кӗпӗр пухӑнса ларать кукленсе…

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗҫсен-вӗҫсен, Ваҫук тӗс-пуҫ енчен йӗркеллӗ ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне пырса тухать, ҫунат евӗр хӑлаҫланакан аллисемпе вӗсене кӗҫ-вӗҫ сӗртӗнесле ярӑнса, ҫӳлелле пӑхакансене сӑнаса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, чӑнкӑ ҫырантан тапса ярса ҫӳлелле сикет, аллисемпе хӑлат евӗр хӑлаҫланса, яр вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех