Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗш чӗрӗкре манӑн иккӗ паллӑ пулассине эпӗ малтанах пӗлнӗ, анчах яланах: чӗрӗк халех пӗтес ҫук-ха, ҫынсене хӑваласа ҫитӗп-ха, тесе пытӑм, анчах чӗрӗк питӗ кӗтмен ҫӗртен вӗҫленчӗ, — эпӗ ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пӗтӗмпе те виҫ чӗрӗк километр кӑна юлнӑ, анчах ҫак юлашки виҫ чӗрӗк километр чи йывӑрри пулать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
3. Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫана сирӗн яланах ҫакӑн пек парне кӳмелле: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн кунсерен айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек парса тӑмалла; 4. пӗр путекне ирхине пар, тепӗр путекне каҫхине пар; 5. тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне чӗрӗк гин чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [пар]; 6. ку — Ҫӳлхуҫана кӳрекен яланхи парне, ӑна малтан, Синай тӑвӗ патӗнче кӳнӗ пек, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелле; 7. тата пӗр путек пуҫне чӗрӗк гин эрех пар: ӑна, Ҫӳлхуҫана кӳрекен эрехе, сӑваплӑ ҫӗрте сап.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39. пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40. путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41. тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Конкурсӑн историйӗ пуян – вӑл чӗрӗк ытла ӗмӗр тӑршшӗ ачасене хушма пӗлӳ паракан системӑри чи пултаруллӑ вӗрентекенсене пӗрлештерет, тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекен професси пӗрлӗхӗ йӗркелесе педагогика тата воспитани практикинчи чи лайӑх тӗслӗхӗсене ҫӗршывӗпе сарма май парать.
Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283
Нил Армстронг Уйӑх ҫине чи малтан тухнӑ, чӗрӗк сехетрен Эдвин Олдрин та Уйӑх ҫине аннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери Уйӑх кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Ҫитменнине, иккӗмӗш чӗрӗк — чи кӗски.
Сехет // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Ҫакӑ тӗлӗнтерет тата шкул ачисене: ҫур пуслӑх, чӗрӗк пуслӑх укҫасем те пулнӑ ӗлӗк-авал…
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Антун ҫапла каларӗ, Калла-малла пӑхмарӗ, Чӑнкӑ-чанкӑ ҫыранран, Шӑпах чӗрӗк ҫухрӑмран, Лаши патне сикрӗ те, Нуши умне ӳкрӗ те Ҫын куҫӗнчен ҫухалчӗ, Кайран каллех ҫуралчӗ.
Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96
XXI ӗмӗре те шалах кӗрсе кайрӑмӑр ав — чӗрӗк пайӗ те умрах.
Мӗн кӗтет-ши малта? // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d0%b0/
ООН пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи чӗрӗк пайӗ пушхирленсе юлас хӑрушлӑхра тарать.По данным ООН под угрозой опустынивания находится четверть суши планеты.
Пӗтӗм тӗнчери пушхирланассипе типӗ ҫанталӑка хирӗҫ кӗрешмелли кун // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 1%83%D0%BD
Судра ҫакӑ паллӑ пулать: ҫӗр ҫинче чӗрӗк ӗмӗр ытларах пурӑнса, Стопкинпа унӑн хӳрешкисем кунта кӑна пӑтӑрмах туман иккен.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мана хама та атте Пракахви пиччене чӳречерен чӗрӗк литр эрехле сутнӑ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӗтел ҫине тӑварланӑ кӑмпа, хӑяр лартрӗ, чӗрҫитти айӗнчен чӗрӗк литр эрех кӑларчӗ Сӑпани.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ан тив, унта ҫурӑ та-та чӗрӗк тӑрӑхли те пултӑр.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗрӗк ӗмӗр ытларах ҫак тӑрӑхра пурӑнса «чӑвашран килнисем» /ҫапла чӗнетчӗҫ вӗсене ялта/ ҫӗнӗ капмар ҫурт лартрӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн ҫулсерен виҫӗ-тӑватӑ ама, пӗр аҫа хӗл каҫарнӑ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Лешӗ ӑна мухмӑрпа ан вилтӗр тесе пӗр чӗрӗк эрех парса ярать.
46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.