Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиенлӗ йӑларан уйрӑласси пӗтӗмпех хӑйӗнчен килет.

Куҫарса пулӑш

Питӗ сиенлӗ // Рената ШАКОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bd%d0%bbe/

Хӗрарӑмӑн, аборт тутарнӑскерӗн, ҫылӑхӗ вара урамри ҫын тепӗр этеме вӗлернинчен те пысӑкрах: хӗрарӑм хӑйӗнчен ӳтпе юн илекене, хӑйӗн тӑван ачине, вӗлерет.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ыйтма ҫук ҫилрен, лашинчен хӑйӗнчен те ыйтма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӑран пулнӑшӑн килӗштермест ӑна Вихтӗр, хуни-тиенине чӑхӑмламасӑр туртнӑшӑн юратать; ялтан тухса кайнӑ чух апла-капла турткаланнӑшӑн килӗштермест те — килелле юрттине чакармасӑр таврӑннӑшӑн юратать; калаҫма ҫук Мишкӑпа — кӑмӑлсӑрланать ача, ҫапах та хӑш-пӗр пулӑмсене выльӑх хӑйӗнчен те ытларах ӑнланнине туять, ҫавӑншӑн юратать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӗрешессипе ӑмӑртнӑ чух Кӗркури Сергейчсен Толипе, хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрахскерпе, унччен ыттисене пурне те симӗс курӑк ҫине ҫавӑрса ҫапнӑскерпе, тытӑҫма тивет ун.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей йӗрӗнчӗклӗн кашкӑра сенӗкӗпе пӗрлех хӑйӗнчен аяккинелле сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нихӑҫан та хӑйӗнчен хӑварман салтак пиҫиххине те салтса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Акӑ кам, пирӗн чиперкке, арҫынсене ҫывӑха та яманскер, хӑйӗн ҫулӗсене пӑхмасӑр, хӑйӗнчен ҫамрӑкрах Узина тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Халӗ вӑл пачах урӑхла, хӑйӗнчен те ҫамрӑкрах курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах йӗкӗте качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл Илепие Кирейӗн Мускаври ӗҫӗ-пуҫӗ пирки тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ, хӑйӗнчен хушса суйма та именсе тӑман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйӗнчен французсен духийӗн шӑрши перет, Кирее чӑтма ҫукла пӳлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Бара кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн шӑнкӑравлас Элиме патне, вӑл сасӑранах Кирей сыпма ӗлкӗрнине туйса илме пултарать, вара хӑйӗнчен пӑрса та ярӗ-и. Ҫавӑнпа малтан ун патне шӑнкӑравлама шут тытрӗ Кирей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ку тӑрантаракан йывӑҫ, вӑл чечек ҫурнӑ чухне вӗлле хурчӗсем пыл пуҫтараҫҫӗ, хуппинчен ҫӑпата хуҫма пулать, курӑс хатӗрлеме май пур, йывӑҫӗнчен хӑйӗнчен кашӑкран пуҫласа пичке таранах майлама пулать, юлашкисӗр йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӑйӗнчен кӗҫӗнрех йӑмӑкӗсем ҫинчен, вӗсене мӗнле те пулсан ура ҫине тӑратас шухӑш канӑҫ паман ӑна.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Тин кӑна вӗҫме хӑтланакан Мишша Алмазова та хӑйӗнчен хӑвармасть вӑл:

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑвран куҫкӗрет мӑшкӑлласа пурӑнакан ҫынран хӑйӗнчен ыттисем кулни, ӑна Узурпаттӑр сарайӗнче мӑкӑль лартса яни, урлӑ-пирлӗ лайӑх шутламасан, Ваҫукшӑн савӑнмалли япала пек кӑна темелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кун пирки хӑйӗнчен аслӑраххисемпе калаҫма та пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Амӑшӗ» кухньӑна кӗнӗ-кӗмен тӗмсем енчен такам йӑхлатса кулнине илтрӗ Ваҫук ҫавӑ ирхине, вара пӑхрӗ те унталла, Мишшана, хӑйӗнчен икӗ-виҫӗ ҫул аслӑрах ачана, курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Бинокльпе е пысӑках мар телескоппа пӑхсан вӑл хӑйӗнчен аяккинчи ҫӑлтӑрсен капламӗллӗ уҫӑмсӑр формӑллӑ ҫутӑ пӗлӗт пек уҫҫӑн палӑрса тӑрать.

В бинокль или небольшой телескоп она совершенно отчётливо видна в виде светящегося облачка неясной формы со скоплением звёзд сбоку от него.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех