Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑк пуҫӗ, ытти пайӗ уйрӑм выртать.

голова лежит отдельно и ещё и другие части памятника..

Вырӑс Сурӑмӗнче Паллӑ мар салтак палӑкне ишсе антарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38190.html

Кусен шутне Николай Анатольевич Коваленкон Боголюбовка ялӗнчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ кӗмест, мӗншӗн тесен выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн икӗ пине яхӑн пуҫӗ ҫулталӑкӗпех картара тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗтпе кӑтартусем ӳсеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... se-3781529

Ҫавӑ Этемӗн пуҫӗ тавра хӗвел пек ҫутӑ ҫаврашка курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Курӑр эсир, пуҫӗ шыва чиксе кӑларнӑ пек йӗп-йӗпе, пичӗ-куҫӗ — чисти упӑте.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каччӑ ҫулҫӑсемшӗн шутсӑр хӗпӗртенине сиссе-ши, кӗрхи ҫилсем, те ӑна тата ытларах савӑнтарас шутпа, кар килсе капланса тухаҫҫӗ те шӑпӑр-шӑпӑр тӑкма пуҫлаҫҫӗ тирек ҫулҫисене каччӑпа хӗр пуҫӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн ҫул пуҫӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӑрт-чӑрт! — хыпмасть: е хуҫӑлать шӑрпӑкӗ, е пуҫӗ хӑйпӑнса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унӑн куҫӗсенчен йӑлтӑр-ялтӑр тумламсем умлӑ-хыҫлӑ хыпаланса тухаҫҫӗ те симӗс гимнастерки тӑрӑх чупса анса ача пуҫӗ ҫине, сӗтел ҫине пат та пат тумлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйсен ал ӗҫӗсене тытӑниччен малтан хӗр упраҫ, тулса ҫитнӗ кантӑр пуҫӗ ҫине сырӑннӑ ҫерҫи ушкӑнӗ пек шавласа, тусӗсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ, эрешленӗ япаласене черетлесех тыта-тыта пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах чуп турӗ, вӗҫне-хӗрне пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫӗ ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тетей хур мӑйне пуҫӗ тӗлӗнчен татрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫӗ мар, аллисем хӑйсем ӗҫлерӗҫ Тетейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узинӑн пуҫӗ нимӗн те ӑнкармарӗ, урисем хӑйсемех вӑрман еннелле илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫӗ аванах ӗҫлерӗ унӑн, анчах урисем итлесшӗн пулмарӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ пуҫӗ ҫинчи тутӑрне тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин пуҫӗ кирлӗ пек ӗҫлесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Никампа та хутшӑнми пулса тӑчӗ, урӑлса ҫитнӗрен пуҫӗ чиперех ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑхӑт иртсех пычӗ вӑл ирхи ултӑ сехет патнелле ҫывхарать, тарӑху унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне чӗтретрӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узинӑн пуҫӗ юсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех