Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслисене уйӑрса кӑларасшӑн, ҫӗнӗ паҫмасем касса парасшӑн, — пайларӗ пӗррехинче вӑрҫӑ умӗн ҫемье пуҫӗ савӑнӑҫне Ермолайпа.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витсе хума вӑйӗ ҫитмерӗ ӗнтӗ унӑн, пуҫӗ шанса кайрӗ, ҫурӑмӗ авӑнчӗ, ӑна хулӗнчен кинӗсем пырса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун ҫине килте тунӑ виҫӗ ҫурта ҫутрӗҫ, виҫӗ чашӑкра — виҫӗ автан пуҫӗ, виҫӗ курка шыв.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хисеплӗ кӗтессе — Хӗрлӗ кӗтесе минтер ҫине йӑх пуҫӗ — Ермолай вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑтам кантӑк уҫӑлчӗ, унта хуҫа арӑмӗн, Клавьен пуҫӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Маччапа юнашарах стенара ҫаврака, ача пуҫӗ кӗмелӗх шӑтӑк пур иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Апат ҫитересчӗ — ывӑннӑ, выҫса ҫитнӗ пулӗ», — пӑшӑрханчӗ пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗр ҫинчен аран ҫӗкленсе вӑл миххине ҫулҫӑсем тултарнӑ, ӑна пуҫӗ айне хунӑ та ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пуҫӗ ҫине тӳпе персе анса пӗр шелсӗр пусарса хучӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Телейлӗ арӑм хӑй те сисмерӗ, йывӑрланса кайнӑ пуҫӗ айккинелле сулӑнчӗ, ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Колхоз пуҫӗ салтак арӑмне упӑшкине Суслонгера хӑварни ҫинчен вӑрттӑн каласа панӑ самант ӗнтӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗчӗ пуҫӗ, шоколад тӗслӗскер, пиҫӗ ҫырла евӗр кӑнтарса тӑрать, кӑштах кӗҫӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле пуҫӗ айккинелле тайӑлчӗ, урисем лӗштӗрех кайрӗҫ, вӑл йӑваннӑ пек юр ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Результачӗ ҫапларах: пуҫӗ кӳлепинчен те ытларах пысӑкланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑмӑн пуҫӗ тата аяларах усӑнчӗ, куҫӗсем пӗр самантлӑха хупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳллӗ те кӑпӑшка кӑкӑрсем, ҫип-ҫинҫе пилӗк, ӑмсануллӑ урасем, кӑвак тӳпе пек пысӑк куҫсем — ҫак илеме курсан унӑн, чӑх кашти умӗнче тӑракан тиллӗнни пек, пуҫӗ ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урхамах пуҫӗ вырӑнне ӑмӑрткайӑк пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл хӑй те сисмерӗ — пӗр лаштра юман айне вырнаҫса ларчӗ, кутамккине пуҫӗ айне хурса выртнӑ-выртманах тӗлӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вичкӗн ҫиҫӗм суккӑрлатасла ялтӑртатнипе самантлӑха Ӗмӗрпин парни ҫинчен манса кайнӑскер, вӑл пуҫӗ ҫинчи чечекне илсе ӑрӑмҫӑсем вӗрентнӗ пек пӗр сӑмах ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шывхуҫи ывӑлӗпе Эсекел хӑй умне пырса чӗркуҫленсе пуҫ тайсан ҫеҫ кӑмӑлне улӑштарать, пулас кин пуҫӗ ҫине хӑйӗн пуҫ кӑшӑлӗнчен пӗр чечекне илсе тирсе ярать, телейлӗ пулма пехиллет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех