Шырав
Шырав ĕçĕ:
2004 ҫулта А. Б. Лакиер ячӗллӗ I тата II степеньлӗ «Геральдика пуҫаруҫине» хисеп паллине ҫирӗплетнӗ (паллӑна Таганрог хулин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗ йӗркеленӗ, вӑл хула чыслакан хисеп палли шутланать, паллӑ геральдист А. Б. Лакиер ячӗпе хисепленет.
Раҫҫей геральдисчӗсен пӗрлӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Анчах та ку нимех те мар, пурнӑҫра паллӑ вырӑнах йышӑнса тӑмасть, чи палли, кирли кунта Прохор Палыч йӑнӑшсене йышӑнни мӗне пӗлтернине, вӗсене мӗнле йышӑнмаллине, хӑҫан йышӑнмаллине тата кам умӗнче йышӑнмаллине ӑнланни, ҫитменнине тӗп-тӗрӗс ӑнланни паллӑ пулса тӑрать; кунсӑр пуҫне тата вӑл ҫак калаҫу хыҫҫӑн хӑйне, хӑй кам иккенне тата вӑл кам пулма пултарнине ӑнланса илни, урӑхла каласан, вӑл хӑйне Недошлепкин пысӑк хак панӑ пекех хаклани паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кунта вара иккӗ паллӑ илекенсене ҫеҫ мар, виҫҫӗ паллӑ илекеннисене те ҫакланчӗ, мӗншӗн тесен виҫҫӗ паллӑсемпе вӗренсе пыракан ача иккӗ паллӑ ҫине те куҫма пултарать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пӗтӗмӗшпе илсе каласан, пӗртикӗс улшӑнакан движенин пуҫламӗш хӑвӑртлӑхне v₀ паллӑпа, хӑвӑртланнине а паллӑпа паллӑ тусассӑн, хӑвӑртлӑх пӗр секунда хушшинче улшӑнни ҫав а числопах, анчах та урӑх ятпа ҫырӑнать; вара ҫапла пулать:
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӑл пирӗн, чӑвашла-вырӑсла каласан — паллӑ лирик, паллӑ песенник, паллӑ сатирик.
Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.
Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).
«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html
Африкӑри паллӑ мар йышри е паллӑ мар тӗсри, е, тен, паллӑ мар уйрӑмри ултӑ ураллӑ шӑпа ун лӗпки ҫинче ларать, вӑл вара ӑна куҫӗсем патне пӗр дюйм чухлӗ ансан ҫеҫ пӑхса пӗлме пултарать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Паллах, наукӑра «салтак-термитсем» текен паллӑ кӑткӑ йӑхӗ ӗнтӗ, — терӗ Бенедикт пичче антикӑри темле паллӑ йӑх е македонянсем ҫинчен каланӑ чухнехи пек саспа.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ҫак намӑс паллине ҫуса ярса, вӑл хӑҫан та пулин ун айӗнче тепӗр паллӑ курӑнса каясса, ҫав паллӑ вара тасалас ҫуккине, ҫусан та вӑл унӑн ӑшне мӗн виличченех вӑркаттарасса, ҫунтарасса пӗлмен…
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анна Петровна халӗ те, ун чухнехи пекех, паллӑ хӗрарӑм, Михаил Иванович халӗ паллӑ офицер, ун чухне те вӑл паллӑ та хитре офицер пулнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сентябрӗн 14-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ентешӗмӗр – Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.
«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html
2000 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Тылӗ 300 ҫул тултарни ҫинчен» указа алӑ пуснӑ, унӑн текстӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫарпа флота тыл енчен тивӗҫтерессин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине шута илсе, Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен тылӗнчи ветеранӗсемпе унта тӑрӑшакан ҫынсен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи ҫапӑҫу ӗҫӗнчи паллӑ ӗҫӗсене палӑртса тата вӑл 300 ҫул тултарнӑ май ҫапла йышӑнатӑп: Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен Тылӗ 300 ҫул тултарнине халалласа астӑвӑм кунне йӗркелемелле тата ӑна 2000 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче паллӑ тумалла».
Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен тыл кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%BD%D3%97
Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗсем (Вырӑс хӗҫпӑшалӗн мухтав кунӗсем) — Раҫҫей историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Раҫҫей (ҫав шутра вырӑс тата совет) ҫарӗсен ҫӗнтерӗвӗсене халалланӑ Раҫҫейри паллӑ кунӗсем.
Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫак паллӑ саманта халалласа нарӑсӑн 19-мӗшӗнче кашни ҫулах тепӗр куна — Пӗтӗм тӗнчери китсен кунне (акӑл. World Whale Day) — паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Районти туризм бренчӗ, паллах, Ситекпуҫ ялӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ «Радужный» форель хуҫалӑхӗ чи илӗртӳллӗ те паллӑ.
Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741
Ҫакӑн пек опытсем акӑ мӗн кӑтартса панӑ: чи пысӑк сопротивлени тул еннелле уҫӑ тӑракан пушӑ ҫурчӑмӑрӑн, 5-пе паллӑ тунӑскерӗн, чи пӗчӗк сопротивлени 7-пе паллӑ тунӑ япалан пулать.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫак шӗвексенче кашнинчех ареометра пӗр-пӗр паллӑ тарӑнӑшне путараҫҫӗ те ансӑр трубка ҫине кашни ҫийӗ тӗлнех паллӑсем тӑваҫҫӗ.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Анчах инерци пирки груз 3-пе паллӑ тунӑ вырӑнта чарӑнмасть, малалла 4-па паллӑ тунӑ вырӑна каять; ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм кинетикӑлла энергине пружинӑна тӑсас (деформацилес) ӗҫе ярать, апла вара унӑн энергийӗ икӗ япалара та потенциллӗ энерги тӑвас ӗҫе каять.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.