Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Микула сăмах пирĕн базăра пур.
Микула (тĕпĕ: Микула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ те, Шура, парӑнмастӑнччӗ, ман пит-куҫри куктӗррисем ҫине пӳрнӳпе тӗллесе: «Ула-чӑла Микула, ула-чӑла Микула», — теттӗн…

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Чул ҫурт умӗнче Микула тӑнине пуринчен малтан Касмухха асӑрхарӗ те: — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Эсир ӑна ҫамрӑк арӑмӗнчен ытарса уйрӑлаймӗ тесе калаҫатӑр! Вӑл пирӗнтен малтан ҫитсе тӑнӑ! Ай, Микула! — тӑрӑхланӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Сантӑрсем патне кайса Микула ҫинчен мӗнле элек сарнине каласа пачӗ те: — Тӗттӗмленсен, ялтан таврӑннӑ чухне, каллех Сантӑрсен тӗлне ҫитрӗм. Пӑхатӑн: вӗсен хапхинчен Ҫтаппан тухрӗ. Вӑл унта мӗн ӗҫпе килнине пӗлесшӗн Сантӑрсем патне кӗтӗм. Сантӑрпа Наҫтик халь-халь тытӑҫса каяс пек лараҫҫӗ. Ятлаҫма та эпӗ пырса кӗнипе кӑна чарӑннӑ пулмалла. Вӑлтсан-вӑлтсан, вӗсем мана Ҫтаппан хӑтана килни, Анука Микулана качча пама шутламанни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑт, мӗнпур савӑнӑҫ ҫавӑнта, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Микулана пӑсайман пек е тата Микула хӗре хӑй патне илсе кайма ӗлкӗрнӗ пек те туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр Микула укҫа лайӑх ӗҫлесе килнине ҫеҫ мар, ун пирки ялта кӗвӗҫсе калаҫнине, ҫуркунне Микуласемпе Атӑл ҫине каяс текенсем пуррине те пӗлет.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье сӑра тултарнӑ куркине Микула енне кӑнтарчӗ те, сӑлтава пула упӑшки сӑнасран хӑрамасӑр, Микулана куҫран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Микулана хӑна тӑвасшӑннипе мар, хӑй пуянлӑхне кӑтартса, Микула чунне пӑшӑрхантарма май килнӗрен.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, тус-йышлӑн курӑнма тӑрӑшса, аллине Микулан хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те: — Ельпох та килӗшетӗн эсӗ мана, Микула… Санпала эпӗ ҫӗр ҫинчен, пурин ҫинчен те сӳтсе явма хатӗр. Анчах ура ҫинче калаҫни ӑша кӗмест. Сӗтел хушшинче, пыл сӑра умӗнче чӗлхе ҫаврӑнарах парать, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михала, Сашша, Микула, Павӑл — пехил турра! — ҫӗр касса илнӗ, ӳсӗҫ, ҫын та пулӗҫ, ашшӗне вӗсемшӗн намӑса кӗмелле пулмӗ, — тесе савӑннӑччӗ Элкей Микули, пурнӑҫ ӑнса пынӑ ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ Микулана пуҫ ҫапнӑ хыҫҫӑн балладӑри Микула тиха пусасшӑн — арӑмне сыватас тесе чӳк тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

— Эпир халь кунта иккӗн ҫеҫ тата крановат Микула пур.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Юрать, Микула, эс салтакран ҫаврӑнса ҫитиччен качча илсе сана ҫав кӗрт аминчен ҫӑлса хӑвартӑм эп.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Анне те хытӑ пӑсӑрлантарчӗ мана: «Качча тухмасан, ятна яратӑн, сан ҫине кайран нимле Микула та ҫаврӑнса пӑхмӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эсӗ, Микула, тен, ӗненмӗн те…

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫула тухас умӗн эпӗ санран, Шура, яланхилле «ула-чӑла Микула» тенинчен урӑхларах сӑмахсем те илтрӗм: — Шан.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Сан ҫӳхе тутуна иккӗн чуптӑватчӗҫ ун чух: ула-чӑла Микула та каҫхи сулхӑнрах ҫил ачи.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Санпа иккӗн пуплетчӗҫ ун чух: ула-чӑла Микула та йӑмра-асатте.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эсӗ мана: «Ах, ула-чӑла Микула!» — теттӗн те, эпӗ ҫийӗнчех: «Эх, хура Шура!» — тесе хуравлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Атя, Микула, пӗрле, — тетӗн.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех