Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ачаллах вӑраннӑ пултарулӑх ҫитӗнсе ҫитсен профессие ҫаврӑнни, пурӑна киле ӑна урӑххипе улӑштарманни хӑех ҫак ҫыншӑн журналистика кун-ҫул тӗшшине тӗвӗлекен пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне: «Журналист мар-тӑк космонавт пулаттӑм», — терӗ те — ҫырас туртӑмӗ ӑна космоса вӗҫсен те канӑҫ памӗччӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крымри халӑха пула эпир тата та йышлӑрах, вӑйлӑрах, мӑнаҫлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакна халалласа паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапамра пулакан митинг-концерта хаваспах хутшӑнатӑп, мӗншӗн тесен унта пурӑнакан Раҫҫей ывӑл-хӗрӗшӗн чунтанах савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сисмерӗмӗр те, ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртсе те кайрӗ: Крым тата Севастополь хули Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем пулса тӑнӑранпа икӗ ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– 2014 ҫулта Крымра пулса иртнине, ҫурутрав Раҫҫей йышне кӗнине тӗрлӗ телеканалпа сӑнасах тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Иккӗленмелли ҫук, вӗсем пурнӑҫланаҫҫех, мӗншӗн тесен эпир – пӗрле, пӗрле чухне вара сӑрт-тӑва та ҫавӑрса хума пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

24 уйӑхра унти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ, планри те нумай-ха.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Крым республики тата федераци пӗлтерӗшлӗ Севастополь хули Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен йышне кӗнӗренпе икӗ ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мӗн авалтан паллӑ, чӑваш халӑхӗ ыттисене йывӑрлӑхра пӑрахмасть, 2014 ҫулта Крым тата Севастополь хули Раҫҫей йышне кӗрсенех ятарлӑ счет ҫине укҫа куҫарса Крым халӑхне пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Паллӑ юбилейсен вӑхӑтӗнче, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул, Шупашкар пулса кайнӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен» фестивальне ирттерме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унпа килӗшӳллӗн чылай ӗҫ – планра.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Крым тата Чӑваш Ен суту-илӳпе экономикӑра, наукӑпа техника енӗпе, социаллӑ тата культура сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва йӗркелесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2015 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чӑваш Ен тата Крым республикин Пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Сергей Аксёнов алӑ пуссах ҫирӗплетнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Крым Республикин конституцине хатӗрленӗ чухне Чӑваш Республикин тӗп законӗпе те усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Электротехника кластерӗн предприятийӗсем, тӗслӗхрен, «ЭКРА» НПП ООО, «Бреслер» НПП» ООО, «КомплектЭнерго» ООО тата ыттисем те, Крыма ҫити энергокӗпер тӑвас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӑткӑс лару-тӑрура ыттисемпе пӗрле Чӑваш Республики те пулӑшма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пурте ас тӑваҫҫӗ пулӗ, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Крым ҫурутрава Украина ҫутӑсӑр хӑварма, энергетика блокадине илме хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Крым пирӗн, эпир пӗрле пулнине тата ытти факт та ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӑҫал июнӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар – Симферополь» авиарейс уҫассине плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӑна тата та ансатлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ влаҫ органӗсем.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех