Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кӑшкӑртым, кӑшкӑртым — никам та килмест.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑраймастып.

Эпӗ ӳксе урана хуҫрӑм пулас.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑнтан та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫав, пӗчӗкскер, мӗн туласа тӑктӑр?

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук, мухтав аллаха, — терӗ шӑтӑкри ҫын чылайччен тӑхтасан.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана упа ҫури туласа тӑкмарӗ-и, ырӑ ҫыннӑм? — чӗнчӗ Ахтупай йынӑшакан этем вӑл пырса тӑнине те сисменнине кура.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упа ҫури шӑтӑка ӳкнӗ чухне ҫапӑ айне пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ун ҫумне сарӑхнӑ ҫулҫӑсем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ, пӗчӗк ҫамкине, юри тирсе янӑ пек, куршанак вӑрри тӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑха ҫитсе пӑхсан Ахтупай хӑйӗн куҫӗ курнине хӑй ӗненмерӗ — тарӑн шӑтӑк пӗр кӗтессинче палламан ҫын йынӑшса выртать, тепӗр кӗтессинче тӳме евӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тӗлӗнерех пӑхкаласа пысӑках мар упа ҫури ларать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Эх, чӑнах та упа ҫакланнӑ пулсан!» — вӗҫрӗ пуҫра шухӑш.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл аякранах асӑрхарӗ — ун ҫине ултавлӑн витнӗ ҫапӑ пӗтӗмпех ишӗлсе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑтӑк патне ҫамрӑк сунарҫӑ питех те сыхланса утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑнтах тата пилеш йывӑҫҫи пулма тивӗҫ — иртнӗ кӗркунне, упа шӑтӑкӗ алтнӑ вӑхӑтра, Ахтупай унӑн шултра пилешне ҫинӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманта, никам та ҫук ҫӗрте, ҫак паллакан япаласене курни темле тахҫанхи тӑвансене тӗл пулнӑ евӗр туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе хут ҫӳремен пулӗ Ахтупай ку йывӑҫсен айккипе!

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр йывӑҫ ҫумӗнче ҫӗлӗкрен пысӑк ӑвӑ кӑмпи капланса тӑрать, ун леш енче — ҫӗр ҫултан иртнӗ ватӑ юман, юманпа юнашар — ватӑ хурама.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен упа шӑтӑкӗ кунтан темиҫе чалӑшра ҫеҫ пулмалла пек.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрмантан тухиччен пӗр ҫухрӑмран ытла юлманнине чухласа Ахтупай ҫултан пӑрӑнса чӑтлӑхалла кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӑйне ашшӗ хушса янӑ тепӗр ӗҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ — сӑртри пӗр уҫланкӑ хӗрринче юри алтнӑ упа шӑтӑкне тӗрӗслемелле.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫ пуличчен киле ҫитес тесе Ахтупай Атӑл хӗрринчи сукмакпа ҫӑмӑллӑн, хӑй ывӑннине манса кайса анаталла анчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех