Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Сидор, эс хӑвах каланӑччӗ, ху ан ҫӳре кунта, шанчйклй ҫынна кӑна яр тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хуҫана ҫапла куҫа кӗрсех тӗсеме аван мар, ҫавӑнпа Сӑпани малалла ӑна ӑнсӑртран тенешкел кӑна пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ӗнер Мӗтри чӑнахах тӗрӗсне каларӗ-шим?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, тем тесен те, ку этем ял ҫынни мар, Кашкӑр Мӗтри йышши те мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑсӑруклӑ пустав ҫӗлӗк, фуфайка, кирза атӑ тӑхӑннӑ вӑл, ҫапах кӗлетки йӑрӑс та яштака, тыткаласса та хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалать, пуҫӗ ялан каҫӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, вӑтӑр урлӑ та тинтерех кӑна каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани хуҫана самантлӑха питрен пӑхса илчӗ те вӑл ватӑ ҫын мар иккенне курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ал лаппи хресченӗн йышши мар, хӗрарӑмӑнни пекех ҫинҫескер, пӳрнисем вӑрӑм; чӑн та, вӑйӗ пур хӑйӗн, шатӑрах чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Сӑпание те алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн тери чиперкке хӑна илсе килтӗн ман пата, маттур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Салам, Дмитрий Николайч! — терӗ вӑл хальхинче чӑвашлах, сасӑсене вырӑсларах кӑларса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хыҫал енчи чӑтлӑхран тухса, Мӗтрипе Сӑпани патне вӑрӑм сухаллӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ арҫын пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йытӑ — Полканран та пысӑкрах овчарка — тинех, хӑйӗн тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине туйса, вӗрме пӑрахрӗ, мӑнаҫлӑн та юлхавлӑн карӑнса, пӳрт айӗнчи йӑвана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чарӑн, хамӑр ҫынсем кусем!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чарӑн, Чикан! — терӗ такам ҫак самантра хыҫалта вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утарҫӑ кунта пӗччен мар пулас, касмӑкри йытӑ ҫав-ҫавах-ха талпӑнса хулӑн сасӑпа вӗрни витӗр вӗлле пӳртӗнче арҫынсем ӗрлешни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахальтен ҫакӑн чухлӗ хуралтӑ мӗн тума кирлӗ ӑна, ялти хуҫалӑх мар-иҫ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Малашне кунта тӗплӗн никӗсленесшӗн-ши вара ҫынни?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗллисем нумаях та мар, ҫапах уҫланкӑ хӗррипе утарҫӑ пӳрчӗ, вӗлле пӳрчӗ, мунча, темле сарай е вите лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех умра, пӗчӗкҫӗ уҫланкӑра, утар ҫурчӗсем курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех