Çĕннисем
Хыҫҫӑнах пуҫне шывран ялт! кӑларчӗ, куҫне хупланӑ ҫӳҫне вӑшт! сылтӑмалла ывӑтса ячӗ, вара пӗтӗм мехелӗпе шӑнӑрлӑ, тимӗрлетнӗ аллисемпе сулмаклӑн чашт-чашт-чашт-чашт авӑскаласа брасс мелӗпе ишсе, урисемпе шывран «тачка вӗрен» явкаласа талпӑнчӗ вӑл инкеклӗ тӗлелле.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
«Куншӑн та Турра тав», — кача тӑварлӑ хӗпӗртӳпе хыпса сӳнчӗ каччӑ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Автобусран темле майпа ҫӑлӑнкаласа тухнӑ-тухнах пулас (шоферӗ хӑй мар-ши?).
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Лешӗ, шыври, инкеке лекнӗ автобус ҫывӑхӗнче тапӑлтатни иккен.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫийӗнчи лӑсканса пӗтнӗ строительсем тӑхӑнакан спецовкинчен бетон ҫине шыв сӑрхӑнса юхать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Аркадирен инҫех те мар пӗр арҫын, юнланса пӗтнӗскер, куҫне чалӑртса, халсӑррӑн охлатса та ахлатса, лӗк тутаркаласа, тарӑннӑн хашлаткаласа ларать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
«Часрах! Часрах! Часрах! Халӗ кашни ҫекунт пурнӑҫпа вилӗм тараси ҫинче!!» — васкатрӗ ӑна шалти сасӑ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Куҫ хупӑмрах бетонланӑ ҫыран хӗррине анса ҫитрӗ, аллинчи папкине (унта вӑл паян экзаменра усӑ курмалли хутсене, хаҫатсенчен касса илнӗскерсене, хунӑччӗ) ҫывӑхри тенкел ҫине вӗҫтерчӗ, хыпалансах, трусикпе ҫеҫ юлса, вӑш-ваш ҫиелти ҫи-пуҫӗнчен хӑтӑлчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Кӗпер ҫинчен тухсан, Аркадий сулахаялла варт! пӑрӑнчӗ те, урипе шуҫкаласа-ярӑнкаласа, хӑйӑра тӗксе тикӗсленӗ, тимӗр-бетон плиткӑсем сарса ҫирӗплетнӗ тайӑлчӑк валпа (анапа) аялалла сирпӗнчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ячӗшӗн тӑраткаласа янӑскер!!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫатан карта…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Чукун карлӑк теҫҫӗ тата…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Тавра каян савӑннӑ, пӳкле каян ҫапӑннӑ, теҫҫӗ…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Упаран тарнӑ та кашкӑра лекнӗ!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Анчах ун хӑлхине халӗ, хыҫалтан хӑваласа, шуйхӑнчӑк, хурлӑ куҫҫульпе исленнӗ сасӑсем кӑна мар, «шӑрпӑклӑ», хӗрхӳ, пите пӗҫертекен ӳпкевлӗ сӑмахсем те сӗртӗнкелесе иртрӗҫ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Аркадий тек никама та итлемерӗ, нимӗн ҫине те пӑхмарӗ — кӗпер ҫинчи тротуарпа малалла ҫӗмрен пек виркӗнчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Карлӑк тӑрӑхӗ турпас пек сывлӑшалла сирпӗнчӗ, ун хыҫҫӑн автобусӗ хӑй те аялалла качмачи хуҫса, ӳпне-питне чикеленсе вашлаттарчӗ…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Лерен ҫав ҫулпа хирӗҫле «КамАЗ» виркӗнсе, ҫӗмӗрттерсе килнине курсан, пӗрне-пӗри «ҫамкасемпех» тӑрӑслаттарас юнава сирсе ярас тесе-ши, сасартӑк темӗскерле-масарлӑ хиврен сулахаялла вӑнн! пӑрӑнчӗ те, бордюра вӑлтӑрт-валтӑрт йӑвантарса, хӑйӗн мӗнпур сулмакӗпе кӗпер карлӑкне пырса тӑрслаттарчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Вӑл хӑй, умри бензовозран иртсе кайма тапаҫланса, юнашарти хирӗҫле ҫул ҫине ӗрӗхсе кӗрсе кайрӗ, куртӑм эпӗ те…