Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вулаканӑн, тен, Бодров Аркадин вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ ҫинчен те пӑртак пӗлес килӗ?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсем сӳткелесе, Магаев чавса таран лартса, авӑрлӑ кулач ҫитерсе хӑварнӑ клиентсемпе пӗрле эпӗ те «Ҫутлӑх» вырнаҫнӑ ҫурта хыҫала хӑварса аяккалла кайрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ячӗ ҫеҫ ку экзаменӑн урӑхларах…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

…Ҫук, ҫав ҫул, ҫав кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗрремӗш, чӑн-чӑн экзамен «пиллӗк» паллӑпа Магаев Альберт мар, Бодров Аркадий тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Каярахпа патшалӑх та унӑн паттӑрла ӗҫне, ӑна пӗрремӗш степеньлӗ «Шывра путакансене ҫӑлнӑшӑн» медальпе наградӑласа, тивӗҫлипех хакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку вӑл «5» пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗренӳ министерстви ирӗк панипе учительсем Аркадин аттестатне литературӑпа вӑтам шкулти пур вӗренӳ ҫулӗсенчи пӗтӗмӗшле пӗлӗве хаклакан палла лартма йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пульницӑран сипленсе тухсан, Аркадий ытти экзаменсене класри юлташӗсемпе пӗрлех, ӑнӑҫлӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Паллах, Аркадишӗн чи хаклӑ парне, чи сиплӗ эмел хӑй вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем тата юратнӑ хӗрӗ — йӑр-япӑш, сӑпайлӑ, «4» тата «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ пике — Милосердина Людмила пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав кӗтемӗн ун патне ашшӗ-амӑшӗ, пӗрле вӗреннӗ тата пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем, учительсем, тӑванӗсем пырсах тӑчӗҫ: ӑна мухтарӗҫ, унпа мухтанчӗҫ, кӑмӑл-туйӑмне те шанӑҫне тӗрек те «ҫунат» парса, ҫирӗп сывлӑх та ҫутӑ пуласлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Икӗ талӑк ытларах сипленчӗ Аркадий пульницӑра.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫамрӑк паттӑра мухтаса, ырлав сӑмахӗсем янратса, чылайччен алӑ ҫупрӗҫ кӗпер ҫинче самаях йышлӑ пухӑннӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хыҫҫӑнах тухтӑрсем, чи малтан килсе ҫитнӗскерсем, ҫамрӑк паттӑра сивӗ ӳпкенех лармалла мар васкавлӑ пулӑшу пачӗҫ те машинипе пульницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сывлӑш ҫавӑрса ярсан, ывӑннине ҫӗнсе, шыва юнпа пӗвете-пӗвете, Аркадий каллех хӑй парӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлама васкарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах пур-ши тӗкӗнмен-салатман яшлӑх вӑйӗнчен илемлӗрех, вӑйлӑрах вӑй?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сулхӑн шывра чылай вӑхӑт пулнипе Аркадие сивӗ ҫатӑрах витӗрлерӗ, ҫавна пулах тӑваттӑмӗш ҫынна хӑпартнӑ хыҫҫӑн, лӑм пулса, каччӑ кӗҫ ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Виҫҫӗмӗш ҫынна автобус алӑкӗнчен кӑларнӑ чух алӑкӑн аялти тӑпси тӗлӗнче унӑн сулахай урин пакӑлчакне темле шӗвӗр тимӗр япала тӑрӑнса кӗчӗ, вара суранран юн палкама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ленчех ывӑнчӗ пулин те, вӑл виҫҫӗмӗшне, тӑваттӑмӗшне, пиллӗкмӗшне (кусене ӗнтӗ малтанхисенчен те хӑвӑртрах) хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑшне пӗсехерен ярса тытса, хӑшне кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлашки вӑйне пухса, хистенсе, хӑрушлӑха пӑхмасӑр, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр нихӑҫан та курман, нихӑҫан та илтмен, нихӑҫан та пӗлмен, шӑйӑрӑлса-аманса пӗтнӗ, пӗр пӗлми ҫынсене шывран сӗтӗрчӗ те сӗтӗрчӗ Аркадий.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех