Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унӑн аталанӑвӗшӗн наци ыйтӑвӗ тӗлӗшпе государство мӗнле политика тытса пыни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Чӗлхе уйрӑмах общество пурнӑҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ тапхӑрта хӑвӑрт аталанать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ку вӑл литература чӗлхипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курнинчен е, тепӗр майлӑ каласан, литература чӗлхи хӑйӗн обществӑри тивӗҫӗпе мӗн тери анлӑн, мӗн тери туллин усӑ курма пултарнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Анчах литература чӗлхин аталанӑвӗ историн пур тапхӑрӗшӗн те пӗр пек мар.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Обществӑн политика, идеологи, экономика, эстетика, наука, культура ыйтӑвӗсене тивӗҫтерсе, литература чӗлхи тӑтӑшах аталанса улшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литература чӗлхи пӗтӗм нацишӗн норма пулса ҫирӗпленни вӑл ӗмӗрлӗхех хытса ларнине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Ҫыру литература чӗлхин орфографийӗпе орфоэпийӗнчи традицие ҫирӗпленме, ҫав традицие тытса пыма, кулленхи пурнӑҫра ҫуралакан ҫӗнӗ сӑмахсене пӗтӗм халӑх чӗлхине кӗрсе тымарланма, манӑҫа тухакан сӑмахсене упраса хӑварма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Унпа ҫырура усӑ курни ӑна пӗтӗм халӑхшӑн (е нацишӗн) норма пулса сарӑлма май парать.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литература чӗлхи вӑл — пӗтӗм халӑх чӗлхин якалса йӗркеленнӗ, пуянланса аталаннӑ, ҫырура ҫирӗпленнӗ форми.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Терминсене ятарлӑ словарьсенче, ҫавӑн пекех хаҫат-журналта, радиопа телевидени передачисенче, вӗренӳ кӗнекисемпе наука пӗлӗвӗ саракан брошюрӑсенче, шкулти уроксенче, лекци-калаҫу ирттернӗ чухне ӑнлантарса пани, пропагандӑлани уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Иртнӗ вӑхӑтри усӑллӑ опыта тата ҫитменлӗхсене те шута илсе, терминологсен ӗҫне халӑх умне анлӑн кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кашни отрасль терминӗсемпе ӗҫлеме ҫав ӗҫ специалисчӗсенчен тата чӗлхеҫӗсенчен авторсен коллективӗсем йӗркелесси, вӗсене наукӑпа методика тӗлӗшӗнчен ертсе пырасси халӗ тӗп вырӑна тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Чӑвашсен наукӑпа техникӑра та, культурӑпа искусствӑн тӗрлӗ сферисенче те пысӑк квалификаципе ӑсталӑх туяннӑ, ҫав вӑхӑтрах тӑван чӗлхене те аван пӗлекен специалистсем нумай, пирӗн лексикографи те пуян опыт пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи ӗҫне анлӑн та уҫӑмлӑ тӗллевпе, наукӑпа лексикографин паянхи ҫӳллӗ шайӗнче туса пыма халӗ нихҫанхинчен лайӑх майсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминсене ӑнлантарса пани вулакансен сӑмах пуянлӑхне ӳстерме кӑна мар, вӗсен пӗлӗвӗсене сарса ҫирӗплетме те пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗнчери лексикографире халӗ ӳкерчӗклӗ словарьсем кӑларасси анлӑ сарӑлнӑ, кун йышши словарьсем пирӗн ҫӗршывра та сахал мар тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Майлӑ чухне, ят паракан япалан паллисем тулашӗнчен лайӑх курӑнаҫҫӗ пулсан, унӑн ӳкерчӗкне те памалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Хӑшпӗр терминологи словарӗсене вара, сӑмахран, обществӑпа политика, медицина, музыка, спорт терминӗсен, суд ӗҫӗнчи терминсен словарӗсене ӑнлантарусем кӗртесех пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Паянхи куна лайӑх аталаннӑ, самаях ҫирӗпленсе ҫитнӗ ялхуҫалӑх терминологийӗпе техника терминологийӗн хӑш-пӗр пайӗсене те, ҫавӑн пекех ботаникӑпа зоологи ячӗсене, тен, ӑнлантарса памасӑрах пичетлемелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Аслӑ шкулсенче усӑ курмалли словарьсенче (сӑмахран, чӗлхе пӗлӗвӗпе литература пӗлӗвӗн терминӗсене йӗркеленӗ чухне), шкулти предметсен словарӗсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса памасан та юрать пулӗ — студентсемпе шкул ачисем вӗсемпе лекцисенче, уроксенче, вӗренӳ кӗнекисем вуласа паллашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех