Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ку чӗлхесен пуласлӑхӗ пирки хальхи вӑхӑтра нимӗнле иккӗленӳ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура пирӗн ҫӗршыври чӗлхесене виҫӗ ушкӑна уйӑраҫҫӗ: 1) кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 20 яхӑн), 2) ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсен шучӗ 50 яхӑн), 3) ҫырулӑхсӑр чӗлхесем (кусен шучӗ 60 яхӑн).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Паллах, ҫав чӗлхесен хальхи пурнӑҫри обществӑлла пӗлтерӗшӗ те, пуласлӑхӗ те пӗр пек мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑш-пӗр чӗлхесемпе темиҫешер миллион ҫын калаҫать пулсан, теприсемпе калаҫаканнисен йышӗ пиншер кӑна шутланать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра 130 яхӑн чӗлхе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тата совет обществинче пӗр чӗлхе патне пымалли ҫулӗ те уҫҫӑнах палӑрчӗ, ку ҫул — тӗрлӗ халӑхсем хӑйсен, тӑван чӗлхине пӑрахса, майӗпен вырӑс чӗлхи ҫине куҫса пырасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври наци чӗлхисен куҫа курӑнакан малашлӑхӗ ҫинчен калаҫма сӑлтавсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӑл чӗлхе патне мӗнле пымалли ҫинчен халлӗхе никам та татӑклӑн калаймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тӳрех калас пулать, ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхе пуласси — питӗ аякри малашлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӗлхесем ҫывӑхланасси вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе каясси патне илсе пымасть пулсан, пулас коммунизм обществинчи пӗр чӗлхе патне мӗнле пымалла-ха?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Уйрӑмлӑхӗсене шута илменни вара тӑван чӗлхепе ӑнланма та пулӑшмасть, вырӑс чӗлхине вӗрентме те чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗр пек явленисем, паллах, учебниксенче те пӗр евӗрлӗ сӑнланмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кун пек каланипе эпир икӗ чӗлхери пӗр пек япаласенех расна ҫутатмалла тесшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхи законӗсем ҫине вырӑс чӗлхе законӗсене шута илсе пӑхни, ҫав законсен картне лартма тӑрӑшни грамматика ҫырмалла выляни пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Грамматика ҫыракансем вара чӗлхе законӗсене пуҫран шутласа кӑлараймаҫҫӗ, чӗлхере пуррине кӑна йӗркелесе ӑнлантарса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш орфографийӗ пулсан — вӑл чӑн-чӑнах чӑваш чӗлхин орфографийӗ пултӑр, вырӑс орфографийӗ пулсан — вырӑс чӗлхин орфографийӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Икӗ чӗлхе тытӑмӗ енчен расна пулсан, вӗсен орфографийӗсем те пӗрешкел пулма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Орфографи вӑл чӗлхе тытӑмӗнчен тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна тӗрӗс ӑнланман пирки те ӗнтӗ пирӗн чылайӑшӗ чӑваш орфографине вырӑс орфографийӗ майлӑ, чӑваш грамматикине вырӑс грамматики майлӑ тума сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех