Çĕннисем
Чӗлхе терминӗсем, апла пулсан, — чӗлхе тытӑмне тӗпченӗ ҫӗрте усӑ куракан ятарлӑ сӑмахсем.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Ҫавна май, сӑмахран, чӗлхе терминӗсем тес вырӑнне чӗлхе терминологийӗ теме пулать — шухӑшӗ улшӑнмасть.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Пӗр-пӗр пӗлӳлӗхпе е производствӑн пӗр-пӗр отраслӗпе ҫыхӑннӑ терминсен ушкӑнне вара терминологи теҫҫӗ.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Чӗлхе терминӗсем шӑпах наука терминӗсен пӗр ушкӑнӗ шутланаҫҫӗ.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Ҫак пӗлтерӗше асра тытса, хальхи литературӑра час-часах наука терминӗсене, производствӑпа техника терминӗсене, алӑсталӑх терминӗсене асӑнаҫҫӗ.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Термин тесе пӗр-пӗр ӑслӑлӑхра е ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсемпе ӗҫ хатӗрӗсене уҫӑмлӑн палӑртакан сӑмахсене (е сӑмах майлашӑвӗсене) калаҫҫӗ.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Анчах та малтан ӗҫре тӗл пулма пултаракан ӑнлавсем ҫинче кӑштах чарӑнма тивет.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Ку статьяра эпир чӗлхе терминӗсен паянхи сӑн-сӑпачӗпе вӗсен малашнехи кунҫулӗ ҫинчен сӑмах хускатасшӑн.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫирӗплетнӗ ҫӗнӗ терминологи комиссийӗ наука тӗпчев институчӗпе Чӑваш государство университечӗн чӗлхеҫисем пулӑшнипе республикӑра терминологи ӗҫне кирлӗ пек йӗркелесе яма тивӗҫ.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Уйрӑмах наукӑпа техника, ялхуҫалӑх, медицина тата ытти отрасль терминӗсен словарӗсене пичете яриччен халӑх хуҫалӑх специалисчӗсемпе ученӑйсем хушшинче тӗплӗ сӳтсе явасси ҫине тимлӗ пӑхмалла.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ун пек йӑнӑшсене эпир статьяра сахал мар илсе кӑтартрӑмӑр.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Чылай ӑнлава пӑсса улӑштарни, е терминсене ют пӗлтерӗш хывса калани, шӑпах ӗнтӗ ҫак кирлӗ ӗҫе специалистсене ҫителӗксӗр явӑҫтарнинчен килет.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кунта ҫакна палӑртса хӑвармасӑр май ҫук: терминологие йӗркелӗх кӳресси вӑл чӗлхеҫӗсен ҫеҫ мар, халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче ӗҫлекен специалистсен тивӗҫӗ те.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Хальхи вӑхӑтра, наукӑпа техника революцийӗ тапхӑрӗнче тата обществӑпа политика пурнӑҫӗ активлӑ аталаннӑ саманара, кунсерен тенӗ пекех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ терминсем ҫуралаҫҫӗ, ҫавна май терминологи ӗҫӗнче наука енчен вӑраха ямасӑр татса памалла ыйтусем ҫине-ҫинех тухса пыраҫҫӗ.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Эпир ҫак статьяра чӑваш терминологине йӗркелесе лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ хӑшпӗр ыйтусене ҫеҫ хускатрӑмӑр.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Уйрӑмах вырӑс чӗлхинчи ҫыхӑну паллӑ ячӗсене морфологи тӗлӗшӗнчен чӑвашла йӗркеленӗ чухне тимлӗ пулмалла, тӑван чӗлхе законӗсене никӗсе хумалла.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫапла ӗнтӗ, терминологи ӗҫӗнче ӑнлава тӗрӗс палӑртма тивӗҫлӗ грамматика форми суйласа илме пӗлмелле, унсӑрӑн тӗрлӗрен йӑнӑшсем туса тултарма пулать.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫав чемпионсем Европӑра мар, хӑйсен ҫӗршывӗсенче ҫӗнтерсе чемпион ятне илнӗ, апла пулсан Европа чемпионӗсен (вырӑсла чемпионы Европы) кубокӗ мар, Европӑри чемпионсен кубокӗ темелле.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Тимлӗрех шухӑшласа пӑхсан, ку тӗслӗхре изафет форми ӑнлава пӑсса кӑтартнине тӳрех асӑрхама пулать: сӑмахӗ кунта Европа чемпионӗсем ҫинчен мар, Европӑри ҫӗршывсен (тӗслӗхрен, Совет Союзӗн, Польшӑн, Венгрин, Чехословакин т. ыт. ) чемпионӗсем ҫинчен пырать.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Хӑшпӗр хаҫатсенче кубок европейских чемпионов термина чӑвашла Европа чемпионӗсен кубокӗ тесе куҫарнине асӑрхама пулать.