Кӗскисем
Чӑваш Ен халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, таса чунпа ӗҫлесе пыма тӑрӑшатпӑр», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская, уява пухӑннисене профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума суннӑ.
ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i
Иккӗмӗшне Комсомольски, Муркаш, Вӑрмар районӗсенчен фермер тата кил хуҫалӑхӗсенчен килнӗ, 9,45 тонна сутнӑ, «Коммунальные технологии», «Инженерная защита», «Горсвет» предприятисен автомашинисемпе тупӑш сахал илекенсем пурӑнакан ҫуртсем патне пахчаҫимӗҫ ҫитерсе панӑ.
Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
2019 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен Пушкӑрт Республикинче 650 вӗренӳ организацийӗсем цифра оборудованийӗн комплекчӗсемпе пуянланнӑ, 665 центр «Ӳсӗм точки», «IT-куб» ачасен цифра вӗренӗвӗн тӑхӑр центрӗ, «Кванториум» ача-пӑча технопаркне йӗркеленӗ, икӗ мобильлӗ технопарк туяннӑ.
Районта вунпӗрмӗш "Ӳсӗм точки" уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... ch-3933774
Чӑвашсен паллӑ прозаикӗ Александр Артемьев — пӗтӗм халӑх юратакан пысӑк талантлӑ сӑмах ӑсти, пурнӑҫа тарӑн та тӗплӗ пӗлекен писатель, ҫавӑнпа та ун произведенийӗсен чӗлхипе стильне тӗпчесе тишкерни ытти писательсемшӗн, уйрӑмах ҫамрӑк авторсемшӗн, усӑллӑ пулма кирлӗ.
Редакторсенчен // Паллӑ мар. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 3–5 с.
К. Малышева ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин директорӗ Татьяна Вашуркина, Александр Вражкин журналист, Ирина Кириллова литературовед, Анатолий Хмыт прозаик, Нина Артемьева, Галина Кӗмӗл, Альбина Юрату, Василий Кервен сӑвӑҫсем саламларӗҫ.
Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre
Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хусанта, тӗрӗссипе каласан, власть большевиксен аллине куҫнӑ та ӗнтӗ, анчах Вӑхӑтлӑх правительство майлӑ пулнӑ ҫар чаҫӗсем, Кремельте тата Воскресенски урамра — Духовнӑй семинаринче хушӑнса ларнӑ, пулӑшу ҫитессе кӗтнӗ, пулеметсемпе перкелесе хӑйсене хӑйсем хӳтӗленӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӑхӑн чӗлхипе культурине, ҫыруллӑх палӑкӗсене упраса хӑварасси, информаци ресурсӗсемпе усӑ курассине йӗркелесси, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче сапаланса пурӑнакан чӑвашсене кӗнеке урлӑ пӗрлештересси – республикӑри тӗп библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.
Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/
Чӑваш мӑрси ясак пуҫтарма пултарать, хӑйӗн хресченӗсене кирек те мӗнле ӗҫ хушма, хулӑпа ҫаптарма, пӑхӑнман чухне — урине йывӑҫ такан тӑхӑнтартса тытса хупма, ялсем тӑрӑх ҫар ҫынни пуҫтарма тата тем те пӗр тума пултарать, — ку ирӗке нимле ярлӑка та ҫырса вырнаҫтарас ҫук.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унтанпа ҫамрӑклах кино юратма вӗреннӗ Толик амӑшне савӑнсах пулӑшма пуҫларӗ — кунне темиҫе хутчен вӑл хӑй ирӗкӗпе лупасай ҫине хӑпаратчӗ — чӑх йӑвисене тӗрӗслеме, май пулсан хӑйӗн тата хӑш-пӗр чухне шӑллӗне — Венькана валли кино курма мӑшӑр ҫӑмарта пытарса хӑваратчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Таҫта та мӑкӑльтетсе ҫӳрерӗ санӑн курӑннӑ-курӑнман кӗлеткӳ: вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнче, Алтай крайӗнчи тӑп-тӑрӑ шывлӑ Повалиха ҫырми ҫаврӑнса юхнӑ ҫӗрте, лашасем кӗҫеннипе-тулхӑрнипе, кӑмӑрт-кӑмӑрт курӑк ҫинипе янӑраса тӑракан улӑхра, Кӗҫӗн Пӑла хӗрринчи курнасен тӗтӗмӗнче…
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
РФ Правительствин вице-премьерӗ В.Абрамченко палӑртса каланӑ тӑрӑх, малашлӑх тӗллевӗсем хушшинче — чӑваш хӑмлине ҫитӗнтерес ӗҫе анлӑлатасси, хӑмла продукчӗсен производствин шайне ӳстересси (ку вӑл импорта хамӑр патӑмӑрта туса кӑларакан таварпа улӑштарма май парать).
Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat
Юлашкинчен, пӗр-пӗр паллӑ массӑллӑ шарика ҫип ҫумне ҫыхса, ҫипне динамометрпа пӗрлештерсе ҫавӑрма тытӑнсан, вара динамометр кирек епле массӑнне те, ҫавракӑш радиусӗ кирек епле пулсан та тата ҫавӑрӑннин хисепӗ кирек епле чух та, варринелле туртакан вӑйне пӗлме пулӑшать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Унсӑр пуҫне, районта та «Оринино», «Хлебороб», «Нива», «Дружба» хуҫалӑхсен кубокӗсемшӗн волейболла выляссипе; ирӗклӗ майпа кӗрешессипе воин-афганецсен призӗсемшӗн, Москакассинче Чечняра пулнӑ Кудьков призӗсемшӗн волейболла выляссипе т. ыт. те нумай ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
Исаев произведенин содержанине идеологи патне илсе ҫитернипе, содержанипе идеологие пӗр карта лартнипе содержани ӑнланӑвне ансӑрлатать, хӗссе хурать, тӗрӗс мар ӑнлантарать; сисӗм ҫинчен каланипе ҫеҫ хӑйӗн шухӑшне содержани ыйтӑвне тӗрӗсрех ӑнланас ҫул ҫине кӑларать.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Шалти ӗҫсен органӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра милици майорӗ Фаркать Кашапович Ҫурҫӗр-Кавказ регионӗнче контртерроизм операцие чарас енӗпе Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫарӗсен (Вӑйӗсен) Пӗрлешӳллӗ группировкин составӗнче икӗ хутчен службӑри командировкӑра пулать.
Пурнӑҫ илемне туйса пурӑнать Фаргать Шигапов // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... at-sigapov
Паянхи куна илес пулсан, Марий Эл Республикине кулленех «АККОНД» АО, «МЕГАЮРМА» тулли мар яваплӑ общество, Вӑрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначӗсем, «Букет Чувашии», «Етӗрне сӗчӗ» акционерсен уҫӑ обществи тата ыттисем те хӑйсен таварӗсене тӑратнине пӗлтернӗ вӑл.
«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten
Михала патне тӑтӑшах ҫавӑн пек «кӳрентернӗ», ӗлӗк ӗҫре пулнӑ ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ: тип кашӑк тутана ҫурать тенӗ пек, вӗсем тӑтӑшах «ҫуттине» чиксе пычӗҫ, кил хуҫи те парӑмра юлмарӗ, тахҫан вӑрҫӑчченех пушӑтран ҫыхнӑ кӳшеле йӑтса, Ваҫук час-часах лавккана кая-кая килчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Пӳлӗмрен тухсанах Виргиния Ивановна: — Тавтапуҫ сире, Григорий Андреевич, пире Евгений Николаевичпа тӗл пултарнӑшӑн. Командировка ҫапӑҫуран пуҫланнипе пирӗн пурсӑмӑрӑн та кӑмӑл пит япӑхчӗ. Халь вара веҫех урӑхла. Пурте ун патӗнчен ҫунатланса тухрӑмӑр, — тесе тав турӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с


