Ҫыхӑнусем: яланлӑхах - тӑрса
Аллисем кӗҫ-вӗҫ колоннӑран вӗҫерӗнес пек, урисем пӑрӑсран шуса каяс пек тӑракан Иринӑна Миша: «Ан хӑра, аллусене пушат та — малалла!» — тесе хушнипе вӑраннӑ пек пулса хӑйӗн вӑйне хӑй шанмасӑр такамӑн пысӑк атӑ тӗпӗн йӗрӗ яланлӑхах тӑрса юлнӑ бетон плита ҫине ярса пусрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унти Васса, Егор Палюков, Тихон Иванович, Мустай Павӑле, Нямук Кирли сӑнарӗсем вулакансен асӗнче яланлӑхах тӑрса юласса шанас килет.
Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.
Страницăсем:
- 1