Ҫыхӑнусем: хӗррине - тӑрса
Ҫирахвипе Юля тепӗр икӗ хӗрачапа ҫыран хӗррине тӑрса юлчӗҫ.
Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тарӑн юр тӑрӑх пӗр ҫулсӑр шала кӗме май ҫукран Северьян лавпа Ҫӗрпӳ ҫулӗ хӗррине тӑрса юлчӗ, Иштерек пичче хӑйӗн сарлака йӗлтӗрӗсем ҫине тӑрса каччӑсен ҫӗр пӳртне васкарӗ.
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах вӑл паян пӗччен, мансӑрах каять, эпӗ кунта, чӑнкӑ ҫыран хӗррине тӑрса юлтӑм.Но сегодня он уходит один, без меня, а я остаюсь здесь, на пустом отвесном берегу.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Голиковсен килӗ умӗнче ӳсекен ватӑ йӑмра кӑна чӑнкӑ ҫыран хӗррине тӑрса юлнӑ — Пола шывӗ ҫыран хӗрринелле куҫса пынӑ, ҫырана ытларах та ытларах ҫисе кӗнӗ, сулхӑн парса тӑракан йӑмра тымарӗсене пӗтӗмпех ҫарамаслантарса хӑварнӑ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мӗн ҫеҫ курман пуль ҫак ватӑ хурӑнсем, ҫул хӗррине тӑрса, кама ҫеҫ ӑшшӑн ӑсатса яман-ши?..
Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Акӑ, ҫакӑнта юрать, — терӗ лӑпкӑн Гвозден, хӑйсен ҫулӗ ҫинче тӗл пулнӑ пирвайхи сӑрт хушӑкӗн хӗррине тӑрса.— Вот здесь можно, — спокойно сказал Гвозден и остановился на берегу ручья.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шигалей кайнӑ хыҫҫӑн Палецкий князь та Мускава таврӑнчӗ, Черемисинов ҫеҫ «аслӑ князь сӑмахӗ ҫитиччен» Атӑл хӗррине тӑрса юлчӗ.
2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юлашкинчен вӑл, виҫҫӗмӗш хутӗнче, лашине ҫуна ҫумнерех туртса тӑратнӑ та, хуллен ҫуна хӗррине тӑрса, аран лаша ҫурӑмӗ ҫине урлӑ хӑпаркаласа выртнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ҫавӑнтах патакне ывӑтса ярать, чул тротуарӑн чи хӗррине тӑрса, аллисемпе шайлашӑнса вӗрен тӑрӑх утакан ӑста пек, хӑлаҫланма пуҫлать.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1