Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Ҫыхӑнусем: арҫынсемпе - танах

Сӑмах тӗпӗ: тан

Сӑмах форми: танах

Пуплев пайӗ: 1

Пурӗ тӗл пулать: 223

Уйрӑмах йывӑр преступленисемпе ӗҫлекен пайра та арҫынсемпе танах тӑрӑшаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Даже в отделе по расследованию особо тяжких преступлений женщины работают наравне мужчинами.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Калӑр-ха, генерал, вӗсем арҫынсемпе танах ҫапӑҫнӑ-и вара?

Скажите, генерал, они участвовали в боях наравне с мужчинами?

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрать-ха килте арҫын нумай пулсан вӑрман хӑртнӑ ҫӗрте арҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе эрне хушшинче вӗсем пысӑк лаптӑках кӑклама ӗлкӗреҫҫӗ; арҫын сахал йышра вара ҫитӗннӗ-ҫитӗнмен хӗрсен те аллисене хӑрт, пуртӑ, кӳсек тытма лекет, вӗсем те арҫынсемпе танах юман кӗрешӗ йӑвантараҫҫӗ, тем пысӑкӑш тункатасене хиреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех