Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Ҫыхӑнусем: Анчах - Нина

Сӑмах тӗпӗ: Нина

Пуплев пайӗ: 0

Пурӗ тӗл пулать: 1751

Анчах Нина Капитоновна столовӑя тепӗр тӗрлӗ апат илсе кайнӑ чух вӗсем мӗн тума шутланине питӗ лайӑх ӑнлантӑм.

Но когда Нина Капитоновна потащила в столовую второе, я из общего разговора понял, что они хотят сделать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Нина Ивановна хӑйне кӗтсе урок пуҫламаннине курсан, вӑл хӗрелсе кайрӗ те, пуҫне усса, хӑй ларакан парта патнелле утрӗ.

Но, увидев, что Нина Ивановна терпеливо ждет и не начинает урока, он покраснел и, опустив голову, побрел к своей парте.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кэукай урок вӑхӑтӗнчех задача шутлама тытӑнса пӑхрӗ, анчах Нина Ивановна хӑй ҫинелле пӑхса илнине асӑрхарӗ те ҫавӑнтах ӑнланчӗ: учительницӑна улталама хӗн.

Кэукай сделал было попытку решить задачу на уроке, но стоило Нине Ивановне взглянуть на него, как мальчик понял: ее не проведешь.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫырнӑ ӗҫе класра тӗрӗслеме юрамасть, анчах Нина Петровна ман сӑмахпа килӗшрӗ.

В классе проверять работы не полагается, но я упросил Нину Петровну.

Икӗ ҫыру // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Анчах Нина питӗ салхуллӑн тухрӗ, аллин тӳртӗн енне ҫамки тӗлне тытса, кичеммӗн хуравларӗ:

Только она вышла с каким-то кислым видом и, прижав ладонь тыльной стороной ко лбу, сказала:

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах Нина ӑна виҫ-тӑват сӑмахпа пӳлет (Алексей Михайлович каланине вӑрттӑн итленӗ, тейӗн).

Но Нина перебивает его фразой, словно специально подслушанной у Алексея Михайловича:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫапла, Анна Николаевна пурне те кӑмӑллать, пурне те (е пурне те тенӗ пекех) юратать, анчах Нина вара уншӑн — питех те уйрӑм калаҫу.

Так вот, ко всем нам Анна Николаевна относится хорошо, всех, или почти всех, любит, а Нина — для нее дело особое.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах Нина сасартӑк манӑн алла шиклӗн ҫатӑрласа тытрӗ.

Но вдруг Нина испуганно схватила меня за руку:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах Нина, ман шутпа, тата та лайӑхрах калать:

Но Нина сказала, по мне, так даже лучше:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Анчах Нина малтанхи пек куҫҫулӗ юхтармарӗ: упӑшки хӗненине шӑла ҫыртса чӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах Нина чӗри ҫине ҫӑраҫҫи ҫакса янӑ тейӗн: нимӗн те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах Нина яхӑнне те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах Нина мӑшӑрӗ тинӗсрен ҫаплах таврӑнмарӗ-ха.

Но супруг Нины так и не вернулся с морского похода.

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ура ҫине тӑтӑм, уткаласа ҫӳреме те пуҫларӑм, анчах Нина Васильевна мана питех уттарасшӑн марччӗ, алӑран ачашшӑн ярса тытатчӗ те койка патнех ҫавӑтса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пырне тӑруках тем капланса ыраттарчӗ, ӑшчикӗ тӑвӑнчӗ, анчах Нина Николаевнӑн хыпӑнчӑк куҫӗсем йӗркисем тӑрӑх малаллах ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Виктор хӗр енне туртӑнчӗ, анчах Нина сӗтел тепӗр енне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Анчах Нина ӑна ӗненмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех