Ҫыхӑнусем: чаплӑ - ҫыннине
9. Кирек епле мухтавӑн мӑнаҫлӑхне те намӑс кӑтартмашкӑн, ҫӗрӗн мӗнпур чаплӑ ҫыннине кӗҫӗне хӑвармашкӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа палӑртнӑ ӑна.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ииуй Изреельте Ахав килӗ-йышӗнчен чӗрӗ юлнисене тата унӑн мӗнпур чаплӑ ҫыннине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, унӑн священникӗсене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ, Ахав ҫыннисенчен ӗнтӗ пӗри те сыхланса юлман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шигалей Касимова Кӑрмӑш урлӑ кайни Ту енчи мӑрсасемшӗн питех те майлӑ пулчӗ: вӗсем патшан чаплӑ ҫыннине ӑсатнисӗр пуҫне Кӑрмӑшри тӳре-шарапа паллашрӗҫ.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Страницăсем:
- 1