Ҫыхӑнусем: чаплӑ - машина
Ун хыҫҫӑнах пысӑк чаплӑ машина пырать.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Акӑ чаплӑ машина Марьесен пӳрчӗ умне чарӑнчӗ.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗве хӗрринче йывӑр тиенӗ чаплӑ машина чарӑнчӗ, «крутойсем» тухрӗҫ: сӗтел лартаҫҫӗ, палаткӑсем караҫҫӗ, шашлӑк ӑшалама вут чӗртсе ячӗҫ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Пирӗн примус «чаплӑ машина, унсӑрӑн кирек мӗнле хуҫалӑх та ниме тӑмасть» тенӗскер, питӗ япӑх ҫунать.Плохо горит наш примус — «великолепная машина, без которой ничего не стоит любое хозяйство».
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паллӑ пулма! — Ку тӗлте Сергей арӑмӗ еннелле пӗшкӗнчӗ те савӑнӑҫлӑн каларӗ: — ку «ЗИС — 110», чаплӑ машина!Чтобы выделяться! — Тут Сергей наклонился к жене и весело сказал: — это славная машина «ЗИС — 110»!
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӑтмалла мар намӑс пулса ҫитрӗ: эпир, начарах мар вӗҫме пӗлекен ҫынсем, хамӑр алӑра ҫав тери чаплӑ машина пулсан та, хамӑрӑн ҫухалнӑ юлташ-лётчиксем, пӑр пек сивӗ ҫил алхасакан хирте пире пулӑшма пырасса кӗтсе ларнӑ чухне, эпир ӑшӑ пӳлӗмре нимӗн тума аптраса ларатпӑр.
Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Чаплӑ машина.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хура чулха, норка кӗрӗк, чаплӑ машина…
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫул хӗрринче каҫ сӗмӗнче йӑлтӑртатса Японире туса кӑларнӑ «Мазда» ятлӑ питӗ чаплӑ машина ларать.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
- 1