Ҫыхӑнусем: чаплӑ - мар
Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хамӑр ҫӗвӗҫ-хӗрарӑмсем пурӑнакан мастерскойра пулассине, хама ҫав ҫӗвӗҫсен пӳлӗмне кӑтартассине, ҫевӗҫсене хӑйсене те курассине, вӗсемпе пӗрле кӑнтӑрлахи апатра ларассине каларӗҫ мана, тата эпӗ ӑна хам та пӗлнӗ, анчах ун вырӑнне эпӗ чухӑнах мар ҫынсен пӗр пӳлӗме тухакан хваттерӗсене, вӑтам чиновниксемпе е чухӑн улпутсемпе тан тӑракан хӗрсене куртӑм, ытла чаплӑ мар, анчах хама кӑмӑла каякан апат ҫирӗм: — мӗн-ха ара ку?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Санӑн ӳкерчӗксем питех чаплӑ мар, теприсем пачах начар, йӗрсем палӑрмаҫҫӗ; эсӗ малтанах куҫа курӑнакан капӑр картинӑсем ӳкерме пуҫларӑн та ӗнтӗ; асту, акӑлчансем пек пуласран сыхлан.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Халӗ унӑн та пурнӑҫӗ чаплӑ мар!
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ситцӑран карса тунӑ чаршав хыҫӗнче чаплӑ мар кровать ларать, унтан пӗчӗк банкӑсем хунӑ пысӑк мар сӗтел те эрешлесе тунӑ хитре туфлисем пур.За ситцевыми ширмами стояла простая кровать, столик с баночками, вышитые красивые туфли.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Лару-тӑру чаплӑ мар, — асӑрхаттарчӗ Саша.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Егорӑн ӗҫсем чаплӑ мар, — шухӑшларӗ Саша, комсомол райкомӗ еннелле утса, — ашшӗпе ҫураҫуллӑ мар.«Плохи дела у Егора, — думал Саша, направляясь к райкому комсомола, — с отцом нелады.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Морис сывлӑхӗ пирки ӑраснах шикленмелли ҫук пулнӑ пулин те, ҫапах та унӑн выртмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн Ойерлофер патне гостиницӑна юлмалла пулса тӑнӑ, унта вара вӑл пӗр чаплӑ мар пӳлӗм йышӑннӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑйсен чаплӑ мар апатне виҫҫӗшӗ те ӗҫпе ывӑннӑ ҫынсем васкамасӑр, ерипен, калаҫмасӑр ҫиме тытӑнчӗҫ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сӑнран-питрен чаплӑ мар.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
— Пурнӑҫ чаплӑ мар пирӗн, председатель.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чаплӑ мар, анчах илемлӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вырӑс ҫарне Кутузов чаплӑ мар, пуян мар, паллӑ мар прапорщик пулса пынӑ.Кутузов пришел в русскую армию небогатым, неродовитым, незаметным прапорщиком.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Чаплӑ мар йӑхран тухнӑ хӗрачасен усрав ҫурчӗсенче хӗрачасене тӗрлӗ ӗҫе вӗрентеҫҫӗ.В женских воспитательных заведениях для низших классов девочек обучают всякого рода работам.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсен ҫурчӗ-йӗрӗсем питех чаплӑ мар, анчах ҫурт-йӗрсенче йӗркелӗх пур, ҫав ҫурт-йӗрсенче вӗсем шӑрӑхпа сивӗрен лайӑх хӳтӗленсе пурӑнаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ тунӑ ӗҫсене, питӗ чаплӑ мар пулин те, ялти ал ӑстисен куравӗсене тӑрататчӗ.
«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch
Ҫӗрӗ, паллах, чаплӑ мар, анчах, ху пӗлен, сӗлӗ ҫӗр тиркемест, тислӗк те нумай ыйтмасть.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӗсен, ав, ял ҫинчи ячӗ те пирӗннинчен нимпех те чаплӑ мар.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Паллах, чаплӑ мар ӗнтӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
- 1