Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Сасӑласси

Сасӑламалли пай — текста сасӑна куҫармалли меслет. Унӑн тӗллевӗ Mozilla Common Voice проектпа пӗр шутланать, ҫав вӑхӑтрах, чӑваш чӗлхине илес пулсан, кӑшт анлӑрах та.

Сасӑлани мӗн валли кирлӗ?

Сасӑна текста куҫармалли моделе вӗрентнӗ чухне даннӑйсем кирлӗ. Уйрӑмах, тӗрлӗ сасӑсем пулсан, тӗрлӗ вырӑнта, расна интонаципе ҫырнисем ытларах пулсан модель сасӑсене тӗрӗсрех уйӑрса текста куҫарма пултарать. Ҫак ӗҫ валли ҫӗршер сехет ҫырса илнӗ материал кирлӗ. Сасӑлав пайӗ шӑп ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшмалла та.

Тепӗр ӗҫ вӑл — текста сасӑласси. Кунта та материал нумай кирлӗ, анчах ытларах енӗпе пӗр-пӗр ҫын сасӑлани. Таса та хитре каласа ҫырнӑ материалсем кирлӗ. Вара текста сасӑланӑ чухне аван сасӑ йӗркеленет.

Мӗнле ӗҫлемелле?

Ҫынсен сассисене уйӑрма тивнӗрен ку ӗҫе сайтра регистрациленнӗ хыҫҫӑн кӑна тума май пур. Тата ҫавӑн пекех ӗҫлекен микрофон кирлӗ.

Регистрациленнӗ хыҫҫӑн сирӗн текста сасӑлама «Сасӑласа ҫыр» кнопка ҫине пусмалла (Сасӑлама пуҫлас умӗн, йывӑр вырӑнсене палӑрмашкӑн, текста вуласа тухма сӗнетпӗр).

Текста вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн «Сасӑланине вӗҫле» кнопка пусмалла.

Сире тӳрех эсир вуланӑ текста каласа парӗҫ, тата сылтӑм енче икӗ кнопка тухӗ.

Пӗри, «Ан яр» текенни, ҫырнӑ сасса пӑрахӑҫлмалли. Калӑпӑр, ҫырнӑ чухне йӑнӑш пулчӗ пулсан эсир ун ҫине пусма пултаратӑр. Вара каялла таврӑнатӑр та текста ҫӗнӗрен ҫырма пултаратӑр (сасӑлама сӗнекен текст йывӑр, е вӑл сире урӑх сӑлтавпа килӗшмесен — страницӑна F5 пусса ҫӗнетӗр, вара текст та улшӑнӗ).

«Сасӑланине яр» кнопка — ҫырӑннӑ сасӑра пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан ӑна ҫирӗплетмелли кнопка. Ун ҫине пусмасан эсир ҫырнӑ сасӑ пирӗн корпуса хушӑнмӗ. «Сасӑланине яр» ҫине пуссан сасӑламалли текст ҫӗнелӗ, каллех «Сасӑласа ҫыр» кнопка тухӗ. Ҫапла май малалла ӗҫлеме май пур.

Даннӑйсем

Ҫырӑннӑ сасӑсене эпир пурне те тивӗҫтерме палӑртатпӑр. Анчах сасӑна кам ҫырнине кӑтартмӑпӑр. Сасӑ ҫырнӑ ҫынна ун сассинчен кӑна уйӑрса илме май пулӗ.

Сасӑланӑ чухне ҫак саманта сирӗн шута илме тивӗ.

Енчен те ҫырнӑ сасӑсен даннӑйӗсем (dataset) сире кирлӗ пулсан corpus@chuvash.org адреспа ҫыру ҫырса ҫыхӑнма пултаратӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех