Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗҫӗпе (тĕпĕ: ҫӗҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фашистсем хӗре ӑнран яриччен хӗненӗ, шартлама сивӗ каҫ юр ҫийӗн ҫара уран, кӗпе вӗҫҫӗн уттарнӑ, кӑкӑрӗсене ҫӗҫӗпе каснӑ… юлашкинчен ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Парамун хӗрес ҫине ҫӗҫӗпе касса ҫырчӗ: «Иванов Петр Петрович, 1918 ҫулта ҫуралнӑ, 1941 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче вилнӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чӗри ҫӗҫӗпе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е ҫӑварна ҫӗҫӗпе чиксе пӑлхатасса кӗтетӗн-и?» — тесе каларӗҫ, тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ваттисен йӑлипе хуплу ҫине ҫӗҫӗпе хӗрес палли чӗртерчӗ те, хуппине тӑваткалласа касрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак тери хур кӳрекен сӑмахсем Ҫтаппан чӗрине ҫӗҫӗпе чикнӗ пек ыраттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ҫӗҫӗпе те кусекпе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрттӑн пырса кӳсекпе ҫапассине е ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахассине вӑл чи ҫӑмӑл ӗҫ тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен вӑл пӗр кӗленче кагор килсе лартрӗ, малтан хӑна умне ҫӗҫӗпе вилка хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара мана карчӑк киле те кӗртмест, кӗртсен те пуҫа мӑка ҫӗҫӗпе касать.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӗмрен те ӑна комсомолецсемпе ҫамрӑксен пухӑвӗсене ҫӳреме чаратпӑр, — ҫивӗч ҫӗҫӗпе каснӑ пек касса хучӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ним мар чиксе пӑрахать хӗр ача мана, ҫӗҫӗпе тӳрех чӗре тӗлӗнчен патлаттарать.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ, акнӑ тырӑ пӗтни, вут-кӑвар, выльӑх ӳкни, ҫын вилни — уншӑн пысӑк инкек, килте шӑкӑр-макӑр ҫӗмрӗлни, япала ҫухални, ача-пӑча асӑрхамасӑр аллине ҫурлапа е ҫӗҫӗпе касни, кӗреҫе-сенӗк аври хуҫӑлни — пӗчӗк инкек.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх выльӑх тухтӑрӗ выльӑха эмелпе мар, ҫӗҫӗпе сыватать.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Повар сӑмахӗсем чӗрене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӗҫӗпе чӗрсе каснӑ картсене юр тулнӑран саспаллисем палӑрмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Анне нимӗн те каламарӗ, Ваҫҫа, хулӗ ҫинчи карта шӑкӑр-шакӑр тутарса, пирӗн патака тупрӗ, ҫӗҫӗпе касса хӑйпӑтса илчӗ те аннене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗҫӗпе пушӑт татӑкне икӗ пуҫӗнчен чӗрет те тӑватӑ ура тӑвать, пӗр вӗҫне каҫӑртать, ку сурӑхӑн е качакан пуҫӗ пулать, тепӗр вӗҫне хӳре евӗр кукӑртать.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шахрун ҫӗҫӗпе чикрӗ.

Шахрун меня это… ножом.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех