Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑп ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫумӗнчех, ҫӳлте, чалӑшшӑн выртса, сарса хунӑ ҫунаттисемпе сывлӑш юхӑмӗ ҫине лекме тӑрӑшса, хӗвелтухӑҫнелле ҫӑхан вӗҫет.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ӑмӑрткайӑк ами ҫӑхан патне хӑй ирӗкӗпе кайса кӗрес пулсан, мӗн пулса тӑрӑччӗ-ши вӑл? — тесе ыйтрӗ пирӗнтен Радда.— Кабы орлица к ворону в гнездо по своей воле вошла, чем бы она стала? — спросила нас Радда.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ҫакӑн умӗн кӑна чӑх автанла авӑтнӑ тата пӳрт тӑрринче ҫӑхан кранклатнӑ иккен.А перед тем как сделаться этому, только что курица прокричала петухом да ворон прокаркал над крышей.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗҫсе кайрӗҫ, тет, ӑмӑрткайӑкпа ҫӑхан.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ессентуки патне ҫитес чухне эпӗ ҫул хӗрринчи хамӑн харсӑр утӑм виллине палларӑм; иртен-ҫӳрен казаксем йӗнерне хывса илнӗ пулас та, йӗнерӗ вырӑнне унӑн ҫурӑмӗ ҫинче икӗ ҫӑхан ларатчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫунат ҫапса пӗр ҫӑхан Ҫуна тавра явӑнать; Темле хуйха пӗлтерет?Черный вран, свистя крылом, Вьется над санями; Вещий стон гласит печаль!
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Михайла мучи хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаласа, пӗчӗк ачасене хӑваласа машина тавра чупкаларӗ, ҫил ун картузне хывса ывӑтрӗ те пӑр ҫийӗн кустарса кайрӗ, вара вӑл ҫара пуҫӑнах хӑйӗн кукшине йӑлкӑштарса тӑчӗ, унӑн сайра кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫилпе хуллен вӗлкӗшрӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уҫланкӑ ҫинче темиҫе ҫӑхан хуллен ярӑнса вӗҫнӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Кранклатса ан вырт-ха ҫӑхан пек.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Халь курмастӑп ӗнтӗ уҫҫӑн, Ҫӑхан сӑхрӗ куҫӑма.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
9. Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ: 10. кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ; 11. унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет; 9. выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем шиклене-шикленех пуҫӗсене пӑрса пӑхрӗҫ те йывӑҫ ҫинче ларакан ҫӑхан ҫӳлелле сӑнӑ пек чашкӑрса вӗҫсе хӑпарнине курса юлчӗҫ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Икӗ хӗрарӑмӗ те типнӗ курӑк ҫинче тӑраҫҫӗ, йывӑҫ ҫинче, чугунран шӑратса янӑ пек, хускалмасӑр тӗршӗнсе ларакан ҫӑхан ҫине пӑхаҫҫӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Эсӗ кунтах, ман сӑмахсене илтсех выртатӑн пулсан, ҫав ҫӑхан сан тӑпру ҫине вӗҫсе антӑр.Если же ты здесь и слышишь меня, подай мне знак, пусть этот ворон слетит на твою могилу.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Савнийӗм манӑн ытти вунӑ пинрен те лайӑхрах, пуҫӗ ун таса ылттӑн, ҫӳҫӗ унӑн хумлӑ-хумлӑ, ҫӑхан евӗр, тӗм-хура.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.