Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑтасшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑтасшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ!

Ах, проклятые!

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупрӑмӑр та вырӑн, ҫӗр ҫӑтасшӗ!

Ну и выбрали место, язви его!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ха эсӗ, ҫӗр ҫӑтасшӗ!..

Ишь ты, проклятущая!..

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сасартӑк, ҫӗр ҫӑтасшӗ пуҫне, ачху килсен, мӗнле вара?

А вдруг, нелегкая его возьмет, приспичит чихнуть, тогда как?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫӗр ҫӑтасшӗ пуҫне!

— Да будь же ты проклят!

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эх, ҫӗр ҫӑтасшӗ!

Ах, чтоб тебе пусто было!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе кӑшкӑрать есаул: — эсӗ пирӗнтен кулас тетӗн-им?

— Ах ты окаянный! — кричал есаул, — что ты, над нами смеешься, что ли?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ кӑнтӑрла ҫитеспе ҫӗр ҫӑтасшӗ хир сыснине шыраса тупрӑмӑрах, — бах! бах! персе ятӑмӑр эпир, тивертеймерӗмӗр, хир сысни хӑмӑш ӑшне кӗрсе тарчӗ… ҫав тери телейсӗр кун пулчӗ ҫав!

Наконец в полдень отыскали проклятого кабана: паф! паф!.. не тут-то было: ушел в камыши… такой уж был несчастный день!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.

Подъехав к подошве Койшаурской горы, мы остановились возле духана. Тут толпилось шумно десятка два грузин и горцев; поблизости караван верблюдов остановился для ночлега. Я должен был нанять быков, чтоб втащить мою тележку на эту проклятую гору, потому что была уже осень и гололедица, — а эта гора имеет около двух верст длины.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ!

— Ох ты черт.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех