Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑрӑлса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп мӗнле те пулин ҫӑрӑлса тухӑп ку пӑтӑрмахран, — хушатӑп арӑма, ҫав вӑхӑтрах куҫпа йӗри-тавра пӑхатӑп, пӗр-пӗр патак шыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хир пылчӑкӗ ҫӑрӑлса пӗтнӗ вырӑнта никамах та нимӗн те тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫӑрӑлса тӑракан пылчӑк ҫинчи ҫак «кӗпер» пир тӑрӑхӗ пекех тасан та шуррӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӑрӑлса тӑма нӳрӗкӗ те нумай кирлӗ мар пирӗн ҫӗр валли, типсе каясси те часах ун: ҫӗмӗрт пек хура, кӗрпеклӗ ҫӗр юхса кайма памасть ҫумӑр шывне, ҫӑтать те ҫӑтать; ҫумӑр чарӑнчӗ, хӗвел пӗрре кулса пӑхрӗ — ҫӗр пичӗ кушӑхма та тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑрӑлса мар, савӑнса пурӑнатӑп!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Пурӑнатӑн иккен ҫӑрӑлса, — тутине йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ Анюта.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Унпа пӗрлешсен санӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ялта ҫӑрӑлса пурӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кирек хӑҫан пырса кӗр ун патне — ялан хутсемпе ҫӑрӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Ҫӑрӑлса пӗтнӗ ҫулсем ҫинче тертленнӗ хыҫҫӑн асфальт ҫинче ытла та канӑҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ахаль ҫынсен ҫӳле хӑпарма юрамасть тесе каласа хунӑ пулас, вӗсем пурте ҫыран хӗрринче, ҫӑрӑлса тӑракан вырӑнта кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни халӑх хӑйӗн ӗненӗвӗсемпе, хӑйӗн чӗлхипе ҫӑрӑлса пурӑнни сиен кӑна кӳрет ҫӗр-шыва.

Каждый народ своими верованиями, своим языком наносит только вред державе.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атя, пурӑнӑр ҫӑрӑлса тейӗттӗм.

Ну да ладно, живите как можете.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пылчӑкпа ҫӑрӑлса тӑракан ҫул тӑрӑх вӗсем хыҫҫӑн ӳречеллӗ ҫуна кӳлнӗ лав йывӑррӑн шурӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Витери пек ҫӑрӑлса пурӑнаҫҫӗ иккен те…

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем, ҫӑрӑлса тӑракан усал ҫула ылханнӑ пек, пӗр-пӗрин ҫине тата ывӑнса халтан кайнӑ ҫынсем ҫине вӗҫӗмсӗр пылчӑк сирпӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хулана хӑпармалли чӑнкӑ ҫул тӑмпа ҫӑрӑлса тӑрать, унта ҫынсем ҫеҫ мар, лашасем те чылай асапланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах халлӗхе ку лару-тӑруран ҫӑрӑлса тухмалли мел шыраса тупаймасть.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кӗпер патӗнче ҫӑрӑлса тӑракан хура пылчӑк сарӑлса выртать.

Около моста — месиво из чернозёма.

Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Паян, юлашкинчен те, пӗр куҫӑмсӑр ҫӑрӑлса тӑнӑ ӗҫӗм хускалчӗ пек-ха.

Нынче наконец дело сдвинулось с мертвой точки.

12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Сывлӑшӗ те пулин ку вырӑнсенче пирӗншӗн авалхи юмахсемпе ҫӑрӑлса нӑкӑланнӑн туйӑнать.

И сам воздух здешних мест нам кажется пропитанным древними мифами.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех