Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑрхи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сысна-и? — Сабир ура хучӗ, тепри вирлӗ кӑна тӗксе ячӗ те, Энтрей сирпӗнсе кайрӗ, ҫӑрхи татӑлса кӑвак пир йӗмӗ чӗркуҫҫи таран анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ярса илчӗҫ кӑна — Энтрейӗн йӗм ҫӑрхи шарт! туса татӑлса >кайрӗ те, Кирам ҫурӑмӗпе ҫӗр ҫине лап! ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑваш каптӑрмаллӑ йӗм ҫӑрхи текех туртӑнса тӑма вӑй ҫитерес ҫук пек усӑнса анчӗ.

Шаровары на мягкой застежке под грузом денег так и поползли вниз.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пире вӗт, ӗҫе ҫывӑх куракансене, шалпар та вӑрӑм тумтир юратарах парать, йӗм ҫӑрхи пытанса ҫӳретӗр, пӗр-пӗр япала ҫӗклесен те, хул айӗнче ҫӗвӗ ан патӑртаттӑр, ҫапларах ҫав, шӑллӑм…

А нам, работягам, нужна просторная одежа, длинная, чтоб опушка была спрятана, не то поднимешь какой-нибудь груз, а у тебя под мышками и треснет все по швам, так-то, брат…

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Александр Анисимович, колхоза эпӗ пӗр мӑшӑр вӑкӑр (тепӗр мӑшӑрне сутса яма ӗлкӗртӗм), кӗсрепе тихана ҫавӑтса каям, пӗтӗм инвентаре, тырра леҫсе парам, тепри вара — йӗм ҫӑрхи тулли пыйтӑ илсе пытӑр.

Сами посудите, Александр Анисимович, я в колхоз приведу пару быков (пару-то успел продать Союзмясе), кобылу с жеребенком, весь инвентарь, хлеб, а другой — вшей полон гашник.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех