Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑрса (тĕпĕ: ҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тӳремлӗхре пурӑнакан ҫынсем чӑн-чӑн чулсене курмаҫҫӗ, тӑмран ҫӑрса, кӑмакара хӗртнӗ кирпӗчсемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.

Население этих равнин не видит даже естественных камней, а встречается только с кирпичом, сделанным из глины и обожжённым в печах.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Хӗвел ҫути ӳкмен вырӑнсенче сулхӑнрах-ха, анчах пӑтранчӑк шыв-шур ҫул тӑршшӗпех хӑвӑрттӑн юхма тытӑнчӗ, лаша ирӗлнӗ пылчӑка ҫӑрса пырать.

В тени еще держался мороз, но по всей дороге текли быстрые мутные ручьи, и лошадь шлепала по оттаявшей грязи.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӑп-ҫӑмӑл машинӑсемпе мар, асфальт сарнӑ ҫул тӑрӑх мар — урапасемпе, ҫунасемпе, — ҫил-тӑман витӗр, тусан ӑшшӗн, пылчӑк ҫӑрса

Притом проехали не в комфортабельных гоночных машинах по асфальтированному шоссе, а на перекладных, в санях да телегах, по снегу, по пыли, по грязи…

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫавӑнтах теприсем хӑйсен хура ӳтлӗ урисемпе тӑпрапа улӑм ҫӑрса, тислӗк кирпӗчсем ҫапма хатӗрленеҫҫӗ.

Там другие месили землю и солому для самана своими смуглыми ногами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Беженецсем вара шӑннӑ хирсем тӑрӑх, вӑрмансем хушшипе пылчӑк ҫӑрса велосипечӗсене, кутамккисене, ача кӳмисене, пӗчӗк ураписем ҫине тиенӗ ӑпӑр-тапӑрсене пӑрахса, ачисене ҫынсем хушшинче ҫухатса хӑварса малалла утнӑ.

И беженцы плелись по замёрзшим полям, по перелескам, увязая в снежной грязи, бросая в снегу велосипеды, детские коляски с узлами, ручные тележки с домашним скарбом, теряя в сутолоке детей.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Сагайда фронт пылчӑкне ҫӑрнипе танлаштарсан, Черныш ун ҫуррине те ҫӑрса курман.

Черныш не перемесил и половины той фронтовой грязи, какую перемесил Сагайда.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Матрицӑсене йӑтса чупатӑп, чӗркуҫҫи таран пылчӑка ҫӑрса пыратӑп.

Бегу с матрицами, чуть не по колено увяз в глине.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Цемент миххисене, сысна таврашӗ ҫӑрса ан пӗтертӗр тесе, лаҫҫа хунӑ.

Мешки с цементом сложили в сарай, чтобы свиньи не раскидали.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗркуннехи лачакаллӑ пылчӑка ҫӑрса, шоссепе пехота иртет.

Размешивая липкую осеннюю грязь, по шоссе шла пехота.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пылчӑклӑ тӑпрана пакӑлчак таран ҫӑрса, Шерккей ҫул ҫинелле тухрӗ.

Утопая в черном мессиве по щиколотку, Шерккей вышел на дорогу.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Айккинчи лашисем, постромкӑсене карӑнтармасӑрах, аран-аран урисене ярса пусаҫҫӗ, тӗпе кӳлни кӑна, нумай ҫӳренипе хӑйӑрпа хутшӑнса саралнӑ кӗрпеклӗ юра ҫӑрса, ҫунана туртса пырать.

Уносные лошадки едва перебирали ногами, не натягивая даже постромок, только коренник тянул за собой санный возок и добросовестно месил желтый, зернистый, заезженный снег.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӗре гусеницӑсем, кусатӑрансем, бомбӑсем, снарядсем, салтак аттисем, лаша урисем пӗтӗмпех ҫӑрса пӗтернӗ.

Земля разворочена гусеницами и колесами, бомбами и снарядами, сапогами солдат и ногами лошадей.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Картта ҫине пӑхсан Паганель: Рио-Грандепа Рио-Виварота шывӗсем ҫыранӗсенчен тухса кайса темиҫе миль сарлакӑш пӗр шыв пулма пӗрлешнӗ пулӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӳремлӗхри шывсене пурне те ҫавсем ҫӑрса тӑраҫҫӗ, терӗ.

Посмотрев на карту, Паганель сказал, что, вероятно, Рио-Гранде и Рио-Виварота, которые обычно впитывают в себя все воды этой равнины, вышли из берегов и слились в одно русло, шириной во много миль.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем Ефима кӗтеҫҫӗ, ӑна шансах хӑраҫҫӗ, вӑл пур, шӑп ҫак вӑхӑтра ним уссӑрах шурлӑх ҫийӗн пылчӑк ҫӑрса ҫӳрет.

Они Ефимку ждут, на него надеются, в то время как он тут без толку месит грязь в болоте.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Паян ман йӑмӑк чуста ҫӑрса вӑрӑм унаҫсем туса тултарчӗ.

Сегодня сестрёнка замесила тесто и наделала продолговатых комочков.

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Стерлядников витӗр шӑтӑк сурана вӑрахчен тинкерсе пӑхрӗ, унтан патронти пульӑна шӑлпа вӑтӑрса кӑларчӗ те ывӑҫӗ ҫине тар тӑкрӗ, малтанах тӑпрана сурчӑкпа йӗпетсе, чылай хушӑ пурне те пӗрле ҫӑрса хутӑштарчӗ.

Стерлядников внимательно рассмотрел выходное отверстие раны, потом зубами вынул из патрона пулю, всыпал на ладонь пороху и долго размешивал порох с землей, предварительно размочив землю слюною.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пылчӑк ҫӑрса ашас килмест.

По грязюке неохота хлюстаться.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл нӳрӗпе хура тӗс ҫапнӑ хурлӑхан тӗмине тӗкӗнсе пӑхасшӑн, ҫӳхе ҫутӑ кӑвак сийпе витӗннӗ улмуҫҫи турачӗ ҫумне питҫӑмартипе тӗршӗнесшӗн пулчӗ; ишӗлсе пӗтнӗ вӗрлӗк урлӑ утса каҫса, ҫулсӑр-мӗнсӗр, пылчӑк ҫӑрса, сарлака шырлан хыҫӗнче, тӗтреллӗ инҫетпе пӗрлешсе, юмахри пек ем-ешӗллӗн сарӑлса выртакан кӗрхи калча уйне тухса курасси килчӗ…

Ей хотелось потрогать почерневший от сырости смородиновый куст, прижаться щекой к ветке яблони, покрытой сизым бархатистым налетом, хотелось перешагнуть через разрушенное прясло и пойти по грязи, бездорожно, туда, где за широким логом сказочно зеленело, сливаясь с туманной далью, озимое поле…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрӑ пуҫлаканни ҫаврӑмсен малтанхи сӑмахӗсене уҫҫӑн та чӗререн ҫӗкленсе юрланӑ самантсенче кустӑрмасем ҫаврӑннӑ тата ут чӗрнисем пылчӑк ҫӑрса пынӑ сасӑсем кӑна илтӗнсе тӑчӗҫ.

Лишь стук колес да чавканье месящих грязь конских копыт слышались в те минуты, когда запевала, старательно выговаривая, выводил начальные слова.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий казаксен ҫумӗнчи хӗҫсемпе винтовкӑсем хӑй тахҫантанпах пӗлекен килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа чӑнклата-чӑнклата илнине, йышлӑ ут чӗрнисем пылчӑка ҫавнашкалах килӗшӳллӗн лачӑрт-лачӑрт ҫӑрса пынне илтет.

Григорий услышал издавна знакомый, согласный, ритмический перезвяк подогнанного казачьего снаряжения, глухое и тоже согласное чмоканье по грязи множества конских копыт.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех