Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑрана (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫук пек, ыйха татса ҫӳретӗр, ача-пӑча вӑййи тупнӑ, — ҫӑварне тем пысӑкӑш карса анасларӗ те Кулюкка, ҫӑрана шӑлтӑртаттарса уҫса, кӗлете кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑмӑл пулмарӗ ҫӑрана уҫасси, анчах, пӑтапа хайӑркаласан-хайӑркаласан, ҫӑра парӑнчӗ-парӑнчех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлхавскер, аллине ячӗшӗн ҫеҫ йӗпеткелерӗ те, яшка антарса, ҫиме ларчӗ, алӑк ҫумӗнчи ҫӑрана асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлет умнелле чӗрне вӗҫҫӗн пырса, ҫутӑлас умӗн хӑй ҫакнӑ ҫӑрана уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йӗрке ҫук апла, — председатель тимӗрҫ лаҫҫи ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана тытса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Фуфайка кӗсйинчен уҫӑ кӑларчӗ те алӑк ӑшӗнчи ҫӑрана чӗриклеттерсе уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑрана ҫаклатмалли тимӗре Изамбаев туйипе хире-хире хӑйпӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫӑрана уҫасси пирки шухӑшлама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑн та унта шӑпах вӑл тунӑ ҫӑрана ҫакса янӑ!

Да, так и есть — его конструкции!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна Горовиц питӗ кӑткӑс та тӗрӗс виҫеллӗ тунӑ: ҫӑрана ҫак уҫӑсӑр урӑх нимӗнле уҫӑ та юрамасть.

Сложный, с очень точно высчитанной бородкой, отлично отшлифованный.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй тахҫанах шухӑшласа тупнӑ хурҫӑ шӑл ҫӑрана татах та лайӑхлатма кирлӗ.

Давно придуманный им зубец должен был усовершенствовать замок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӑрана уҫса лавккана кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Чим-ха, кӑтартам эппин сана…» — терӗ те Сахар, алӑк хӑлӑпӗнчен ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ, унпа путвала питӗрсе те хучӗ, хӑй алкумне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье пысӑк ҫӑрана пӗр самантрах ҫапса ҫӗмӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑрана пӑсма юрамасть: советсем ҫӑрана ҫӗмӗрсе кӗмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑрине те Эльгеев пӗр Хӗветӗре кӑна шаннӑ: Хӗветӗрсӗр пуҫне никам та ҫӑра уҫҫине тытса курман (ҫапла шухӑшланӑ ҫӑмарта хуҫи, анчах складра ӗҫлекенсем ҫав ҫӑрана мӗнле уҫмаллине тахҫанах пурте пӗлнӗ: хуҫа ирӗкӗ, кӳрентерес мар — пӗлмен пек пулнӑ вара пурте).

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен хальхи лару-тӑрӑвӗ уҫӑпа питӗрнӗ ҫӑрана аса илтерет.

Их состояние напоминало перекрученные ключом замки.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Следователь тухсан надзиратель камерӑна питӗрчӗ, анчах темиҫе минутранах ҫӑрана уҫӑ чикрӗ те — Тиррея пысӑках мар ҫыхӑ тыттарчӗ:

Надзиратель, выпустивший следователя, запер камеру, но через несколько минут опять вставил в замок ключ и, сунув Тиррею небольшой сверток, сказал:

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— «Аргазантур»! — виҫҫӗ! — тесе Давенант хивре ҫӑрана ҫӗнтерчӗ.

— И «Аргазантур»! — три! — сказал Давенант, одолевая тугой замок.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл шӑтӑкран йӑраланса тухрӗ те кулакан уйӑх ҫутине лекрӗ, унтан вара ҫӑрана малтанхи вырӑна васкамасӑр ҫакса хучӗ.

Он вылез и очутился среди посмеивающегося лунного света, а затем, не торопясь, привесил замок на прежнее место.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех