Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӑралӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫын пит-куҫӗнче чӑнласах — пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ; кашни этемӗн физиономийӗнче пур пӗтӗмӗшлӗхе урӑх сӑмахсемпе эпӗ тӗрӗс мар палӑртӑттӑм; ҫамкипе сӑмсин ҫакӑнчӑк линийӗ пирки асӑннӑ хыҫҫӑн ытти йӗрсем ҫине куҫатӑп: куҫ харшисен тата куҫӗсен хӑйсен, ҫӑварӗн кӗтесӗсем усӑнчӑк — тутин ҫирӗп йӗрӗпе; мӑйӑхӗ сухалӗ ҫине ӳкнӗ; ҫӳҫӗ, калпак айӗнчен тӑрмаланса тухнӑскер, тата, ҫӑралӑхне пула, чӑн йывӑр япала иллюзине кӑтартаканскер, — пӑрланса хытнӑ шыв сикки евӗр ҫакӑнса пӗтӗмпех пайӑркаланнӑ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакӑ Ҫӗр атмосферин ҫӑралӑхне пӗрпек шайра тытса тӑма пулӑшӗ.
Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29642.html
Унӑн кӑвак-кӑвак чӑтлӑхӗ, лисванпа хыр, е урӑх йывӑҫ ҫӑралӑхне тӗл-тӗл сирсе, хӗвӗнчӗк-хӗвӗнчӗк туса, ҫӗре лаплаттара-лаплаттара пуснӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Комисси членӗсем уй-хирте кашласа ларакан калчана тӗрлӗ енлӗ хакларӗҫ – вӑрлӑха им-ҫамланине, ӑна витнӗ ҫӗр ҫийӗн тарӑнӑшне, шӑтса тухнӑ калчасен ҫӑралӑхне, пӗр тикӗслӗхне, ҫум курӑк пуррипе ҫуккине, уй-хире культурӑланине, чирсемпе тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑпа сиенленнине, вӑрлӑх пахалӑхне кура.
Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:
- 1