Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑралма (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шыв пӑсӗ ҫӗртен ҫӳлте анчах мар, ҫӗр ҫинче те ҫӑралма пултарать.

Водяной пар может сгущаться не только высоко над землей, но и на поверхности земли.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пушанса юлнӑ тӳремлӗх ҫийӗн сывлӑшӑн малтанхи вӑйӗ ҫӑралма пуҫларӗ, ҫил хыҫҫӑн вӗҫсе пыма ӗлкӗреймесӗр пӗлӗтсем арканакан сывлӑш карапӗн парӑсӗлле — ҫӳлте — татӑкӑн-татӑкӑн сапаланаҫҫӗ.

Прежняя сила воздуха густела над опустошенной равниной, и облака, не поспевая за ветром, рвались в клочки, как паруса воздушного корабля, гибнущего на высоте.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Атмосферӑра шыв пӑсӗсем ҫӑралма тытӑннӑ.

В которой стали сгущаться водяные пары.

2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Каҫ-кӳлем, ак (ӗнтӗ клевер ҫинче ҫӳресе тӑраннӑ ӗнесене те паҫӑрах хуралтӑсене хӑваласа таврӑнса хупрӗҫ пуль, кӗтрӗҫ-кӗтрӗҫ пуль те Нинӑна тантӑшӗсем каҫхи сӑвӑма та хӑйсемех суса пӗтерчӗҫ пуль), ҫил лӑпланнӑҫемӗн лӑпланма тытӑнсан, чӗрери пур пек шанӑҫа та сивлекпе пусӑрӑнтарса, тӳпе тӑрри ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралма, пушшех те чунсӑрланма ташратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫыран патнелле ҫывхарнӑ май пӗлӗт татӑкӗ ҫӑралма тытӑнчӗ, лайӑхрах палӑрма пуҫларӗ: глиссер шурӑ шара сӗтӗрсе килет.

Облако, приближаясь к берегу, становилось плотным и как будто осязаемым: электроглиссер тащил на буксире белый шар.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Кӑвакарнӑ пӗлӗт ҫӑралма пуҫланӑ сӑртсен тӑррисем анакан хӗвелӗн чалӑш урисемпе тӗрленнӗ.

Синева неба начала густеть, и горные вершины были озарены косыми лучами заходящего солнца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех