Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑнуне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман йышӑнса илнӗ районсенче партизансен отрячӗсене, юланутлӑ тата ҫуран партизансен отрячӗсене тӑвас пулать, тӑшман ҫарӗн чаҫӗсене хирӗҫ кӗрешме, пур ҫӗрте те партизанла вӑрҫа чӗртсе яма, кӗперсене, ҫулсене сирпӗтсе аркатса тӑкма, телефонпа телеграф ҫыхӑнуне пӑсма, вӑрмансене, складсене, обозсене ҫунтарса яма диверсиллӗ группӑсем тӑвас пулать.

В занятых врагом районах нужно создавать партизанские отряды, конные и пешие, создавать диверсионные группы для борьбы с частями вражеской армии, для разжигания партизанской войны всюду и везде, для взрыва мостов, дорог, порчи телефонной и телеграфной связи, поджогов лесов, складов, обозов.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Эпир Хӗрлӗ Ҫар тылне тӗреклетме тивӗҫ, хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе ҫав ӗҫӗн интересӗсене пӑхӑнтармалла, мӗнпур предприятисене вӑйлӑн ӗҫлеттермелле, винтовкӑсем, пулеметсем, орудисем, патронсем, снарядсем, самолетсем нумайрах туса кӑлармалла, заводсене, электростанцисене, телефон тата телеграф ҫыхӑнуне сыхлас ӗҫе организацилемелле, сывлӑшран килсе тапӑннинчен вырӑнта сыхланассине йӗркелесе ямалла.

Мы должны укрепить тыл Красной Армии, подчинив интересам этого дела всю свою работу, обеспечить усиленную работу всех предприятий, производить больше винтовок, пулеметов, орудий, патронов, снарядов, самолетов, организовать охрану заводов, электростанций, телефонной и телеграфной связи, наладить местную противовоздушную оборону.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Тӑшмана тек чӑрмантарнӑ: Темиҫе хутчен кунне Татса янӑ, арпаштарнӑ Нимӗҫсен ҫыхӑнуне.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Нимӗҫ ҫыхӑнуне ӗҫрен кӑларса юлташӗсене пулӑшатӑп терӗ пулсан, халь ҫак ӗҫ вӗҫленсе урӑх ӗҫ пулман пирки, ӑна юлташӗсем патне, фронт леш енне турта пуҫларӗ.

Калеча немецкую связь, он чувствовал, что посильно участвует в войне, помогает товарищам; теперь, когда он лишился этого дела, его сильнее потянуло к ним, туда, за линию фронта.

Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех