Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑну сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыхӑну (тĕпĕ: ҫыхӑну) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нормӑсене йӗркелесе ҫирӗплетес ӗҫ-хӗлре те, регион аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан ыйтусене татса парас енӗпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ.

Ведется активное сотрудничество в нормотворческой деятельности, в решении вопросов, имеющих большое значение для развития региона.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Стройминӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлени ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пичет, телерадиовещани тата массӑллӑ коммуникацисен хатӗрӗсен министерствин /2002/, РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн /2000/, Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн /1997, 1998/ Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, ЧР Президенчӗ Тав тунӑ /2006/.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

В.Комиссаров пӗчӗклех район, республика кӑларӑмӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ӑсталӑха туптама ӑна чӑваш ӳнерҫисемпе, скульпторсемпе тачӑ ҫыхӑну тытни пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑл ачасене вӗрентнисӗр пуҫне вӗсене «Тантӑш» хаҫатпа, «Тетте» журналпа ҫыхӑну тытма ҫул уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Асли ҫемьеленнӗ, Батановсемпе ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӑйӗн материалӗсенче экономикӑпа промышленность, право, строительство, транспорт, ҫыхӑну ыйтӑвӗсене хускатнӑ, малта пыракансен опытне анлӑн ҫутатнӑ, ӗҫре хисепе тухнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кӳршӗ регионсемпе ҫыхӑну тупрӑмӑр.

С соседними регионами нашли связь.

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унта пӗрле вӗреннӗ туссемпе, вӗсем тӗрлӗ-тӗрлӗ регионта пурӑнаҫҫӗ пулин те, халӗ те ҫыхӑну тытатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Хӗрӳ ӗҫре тӑрмашнӑ тетӗр, хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытма епле вӑхӑт тупнӑ?

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫак ҫыхӑну нихӑҫан та ан татӑлтӑр.

Пусть эта связь никогда не оборвется.

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Район архивӗ РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи пайӗпе, нумай функциллӗ центрпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет.

Районный архив тесно сотрудничает отделением Пенсионного фонда РФ в Яльчикском районе и многофункциональным центром.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх - РФ Президенчӗн Указне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе асӑннӑ мероприятисене ирттерме хатӗрленес ӗҫе федераци министерствисемпе ҫыхӑну тытса йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сӑмах май, Йӗпреҫ музей ӗҫченӗсем чылай ҫул ӗнтӗ Камышинри историпе таврапӗлӳ музейӗпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пӑшӑрханакансене лӑплантарчӗҫ: республикӑра ҫыхӑну тытӑмӗ вӑй илсе пырать - вӑхӑт иртнӗ май Интернет пур ҫӗрте те пулӗ.

Обеспокоивавшихся успокоили тем, что республиканская система связи набирает обороты - со временем Интернет будет везде.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Михаил Бабич шухӑшӗпе, халӑхпа куллен хутшӑнакан пуҫлӑхсемпе икӗ енлӗ ҫыхӑну йӗркелеме пултарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Паян Чӑваш Ен халӑхӗн 37 проценчӗ физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытать.

Сегодня более 37% населения Чувашии систематически занимается физической культурой и спортом.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Социаллӑ тӗллевлӗ бизнеса тытса пыракан асӑннӑ компанисен ертӳҫисене тав тӑватӑп тата пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсем вӗрентсе хатӗрлеме вӗренӳ организацийӗсемпе туслӑн ҫыхӑну тытас ӗҫе республикӑри мӗнпур предприятие хастарлӑн явӑҫма чӗнсе калатӑп.

Выражаю благодарность руководителям этих организаций, ведущих социально ориентированный бизнес, и призываю все предприятия республики активно включиться в процесс сотрудничества с образовательными организациями для подготовки квалифицированных рабочих и специалистов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Правительствӑн экономика аталанӑвӗ тата интеграци енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ ҫумӗнчи монохуласене модернизацилес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗпе Чӑваш Ен тачӑ ҫыхӑну тытать.

Чувашия эффективно взаимодействует с рабочей группой по модернизации моногородов при Правительственной комиссии по экономическому развитию и интеграции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех