Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑнтарса (тĕпĕ: ҫыхӑнтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне патшалӑх пуҫлӑхӗ федерацин Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗн инфратытӑмне аталантармалли ыйтусемпе канашлу ирттерет, Инҫет Хӗвелтухӑҫ аталанӑвӗн резиденчӗсене видеоҫыхӑнупа ҫыхӑнтарса интерактивлӑ презентацилессине пӑхса тухать.

Куҫарса пулӑш

Путин Владивостока ҫитнӗ, унта ВЭФ-2024 хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2024-0 ... at-3911108

Хӑш чухне Пӑлан кунӗпе ҫыхӑнтарса ытти сӑвӑнӑҫлӑ мероприятисене те (туйсем ирттерни, юбилейсене палӑртни, шурсухалсене чыслани т. ыт. те) йӗркелеҫҫӗ.

Иногда к Дню Оленя приурочиваются другие торжества (свадьбы, юбилеи, чествования старейшин и т. д.).

Пӑлан кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%91%D ... 0%BD%D3%97

Куҫса пыракан шӗвекре пусӑм мӗнле валеҫӗнсе тӑнине пӗлес тесен, насоспа кукӑр кӗленче трубкӑна ҫыхӑнтарса, вӗҫӗсемпе насосӑн шыв кӗмелли тата шыв тухмалли шӑтӑкӗсемпе пӗрлештермелле.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Хушӑнакан вӑйсен вӗҫӗсене равнодействующин вӗҫӗпе ҫыхӑнтарса, 45-мӗш ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ фигурӑна тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

«Йывӑҫ лартмалли куна» Кӑнтӑр Корейӑра Пак Чон Хи правительстви ҫак Ази республикинчи вӑрмансене ҫӗнетес енӗпе анлӑ наци кампание ирттернипе ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ.

«День посадки деревьев» в Южной Корее был установлен в связи с проводившейся правительством Пак Чон Хи широкомасштабной национальной кампанией по восстановлению лесов в этой азиатской республике.

Йывӑҫ лартмалли кун // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D1%8B%D ... 1%83%D0%BD

Тӑван вырӑнсем канӑҫ паман, чунпа чӗре тӑван ҫӗршыва чӗннӗ, «ырлӑхран ырлӑх шырамаҫҫӗ» тесе, хӑйсен пурнӑҫне тӑван ялпа ҫыхӑнтарса, киле таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610

Сӑмаха май, Андрей Ивановичӑн амӑшӗпе ашшӗ те — Альбина Геннадьевнӑпа Иван Павлович Игнатьевсем — хӑйсен ӗҫ кун-ҫулне Чулкасри культура ҫурчӗпе ҫыхӑнтарса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Тӗп мӑй капӑрлӑхне ⎼ мӑййана хӗрлӗ е тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене ҫыхӑнтарса ⎼ ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Егор Петровичпа калаҫӑва мӗнле ҫыхӑнтарса яни ҫинчен каламӑп.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Паллах, ҫав ӗҫсене кварталсем хушшинчи вӑйӑ площадкисем тумалли программӑпа ҫыхӑнтарса пурнӑҫламалла.

Несомненно, это направление должно быть синхронизировано с программой строительства межквартальных игровых площадок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ку та композитлӑ материал, анчах матрица вырӑнне углеволокно (кӗленче сӳсӗнчен хытӑрах та ҫӑмӑлрах) е углесӳспе ҫыхӑнтарса усӑ кураҫҫӗ.

Так же композитный материал, однако вместо матрицы используется углеволокно (более жёсткое и легкое нежели стекловолокно) или углеволокно в сочетании со стекловолокном.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хӑй вӑхӑтӗнче Нӑрваш Шӑхаль ялӗпе Вӑрманхӗрри Шӑхальне ҫыхӑнтарса пӗрлештерекен урам тӑвасшӑн пулнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Йывӑҫ ҫӗрпе пӗлӗте кӑна мар, йывӑҫ ҫынна турӑпа ҫыхӑнтарса тӑрать пулмалла, — аташсах каять тем те пӗр шутласа пыракан Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав чугун ҫулсем Мускава, ун урлӑ Мускав ҫывӑхӗнчи промышленноҫлӑ центрсене Совет Союзӗн пит инҫетри районӗсемпе ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ.

Они соединяют Москву, а через нее и ближайшие промышленные центры, с отдаленными районами Советского Союза.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрӑм резин пыршӑ тупнӑ та вӑл, урамри шыв пӑрӑхӗпе ҫыхӑнтарса, пахчине ҫити тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ҫынна тӑван кӗтеспе ҫыхӑнтарса тӑраканни вӑл — кӑмӑла туртакан ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Эпӗ ҫырури икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарса вулама ӗлкӗриччен иккӗ хутмалӑх вутӑ ҫурнӑ пек тарлатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Аре, ҫав, — сӑмахӗсене васкамасӑр ҫыхӑнтарса пырать Лашманов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансен пысӑк йышне профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫленине кӑтартакан нумай тӗслӗхсенчен пӗри вӑл — чӑвашсен опера коллективӗ ҫурални тата тӑватӑ ҫул хушши творчествӑлла ӗҫлени.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех