Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырантан (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, чӑнкӑ ҫырантан тапса ярса ҫӳлелле сикет, аллисемпе хӑлат евӗр хӑлаҫланса, яр вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӗрлӗ Ҫырантан, — пӗр-пӗрне пӳлсе, ӑнлантарма пуҫларӗҫ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура кӗркунне ҫырантан аякра мар пирӗнпе тӗлме тӗлех, хӑма та пӗрене купаланса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Михаҫ та хыҫри ҫырантан самаях уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Иккӗн, картлашкапа чӑнкӑ ҫырантан анса, шывран аякра мар йывӑҫлӑ-курӑклӑ вырӑнта чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫырантан пӑхсан, шыв хӑйӑвӗ чӑн та хура тӗслӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтра эскимос хӑй кайӑкра ҫӳренӗ пӑр, ҫырантан уйрӑлса, ӑна ҫил океан варринелле илсе кайнине курса хӑраса ӳкнӗ.

Но тут эскимос с ужасом увидел, что льдина, на которой он охотился, оторвалась от берега, и ветер несет ее в океан.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чылай чухне ҫак сӑлтавсем малти вырӑна тухаҫҫӗ: ачасене асӑрхаса тӑманни, ҫырантан аякка ишсе кайни, ҫиллӗ ҫанталӑкра шыва кӗни, шӑнӑр туртни, организм шӑнса кӳтни, ӳсӗрле шыва кӗни.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Укахви ҫырмаранах пӗр йӗкӗр ывӑҫ шыв ӑсса ӗҫрӗ те каллех ҫырантан хӑпарчӗ, вар хушшипе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл пӑрахнӑ чул тӗлӗнчен ҫырантан пӗр шапа чӑмрӗ, тӑрӑ шыв тӗпӗнчен пӑтранчӑк йӗр ҫаврӑнса ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Санька, чӑнкӑ ҫырантан хӑпарса, урисене ҫут хӗрринчен усса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ейӗк шывӗ ейӳ кайнӑ, Атӑл тухнӑ ҫырантан Емельян-маттур Иванӑч — Пӑкачав хумхатнӑран.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫӗ тупӑ ҫырантан Салют турӗҫ савнӑран.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ бетонпа ҫирӗплетнӗ ҫыран хӗррипе (кунта шывӗ ҫырантан сыпсах тӑрать) унталла-кунталла кумса вӑхӑта минутшарӑн та ҫеккунтшарӑн кӗскете пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗррехинче Павӑл хаҫатра ҫавӑн пек пӗлтерӳсене тимлӗн пӑхса тухрӗ те шухӑша путрӗ, куҫӗ, хура шӑрҫаланса хытса, вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫиҫсе илчӗ, тути вӑтанчӑклӑн, ҫурхи ҫырантан тухса ейӗве каякан юханшыв пек майӗпен, килпетлӗн «ҫеҫке сарчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурис чӗринче ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫӗ паракан темле ӑшӑ туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, шиклӗ иккӗленӳпе сивӗнсе, пӑрлӑ шыв хумне ҫаврӑнса, ҫырантан чӑшӑлл та чӑкӑр-чӑкӑр чакса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтӗвӗн татӑлса юлнӑ хӳри умран иртсен, чӑтаймарӑм, чӑнкӑ ҫырантан шыв хӗрне шуса антӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӑкшан ҫырантан темиҫе утӑмра шӑмпӑрр! турӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, пӗве хыҫӗнчен виҫӗ кимӗ ишсе тухать, вӗсем ҫинче — хӗрсемпе каччӑсем; леш енчи ҫырантан икӗ каччӑ шыва сиксе ӑмӑртмалла ишме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Мӗн эс усал ернӗ ҫын пек ҫӗрле шыва кӗретӗн? — кӑшкӑрать леш ҫырантан Римма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех