Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыраннелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан кимме турех Атӑлӑн тенӗр ҫыраннелле тытни пурне те хумхантарчӗ, анчах нихӑшӗ те сӑмах пуҫарса ыйтма хӑяймарӗҫ, «вырӑна ҫитӗпӗр те пурте паллӑ пулӗ» тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юланутҫӑ пуҫне пӑрмасӑрах куҫне аслӑ шывӑн тепӗр ҫыраннелле чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӗлерес патне ҫитерекен халсӑрлӑх, тинӗс ҫыраннелле хӑпарса пыракан шыв евӗрлех, хӑпара-хӑпара пырса унӑн ӑс-тӑнне ҫывратса ячӗ.

Это чувство поднималось волной и мутило сознание.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Утравӑн тури вӗҫне ҫитсен тин тупӑран пеме пӑрахрӗҫ, пӑрахут, Миссури ҫыраннелле пӑрӑнса, каялла хуланалла ҫул тытрӗ.

Поравнявшись с верхним концом острова, пароходик перестал стрелять, повернул к миссурийскому берегу и пошел обратно в город.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Батарея Крутовски енчен Донӑн сулахай ҫыраннелле ҫӗнӗрен тупӑсемпе пеме пуҫларӗ.

Батарея с Крутовского возобновила обстрел левобережья.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех