Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫыралла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гент пысӑках мар темиҫе чул муклашкине кантрапа ҫыхса хучӗ те тӗпсӗр ҫыралла ывӑтрӗ, вӗсем ӳкнин вӑхӑтне шутлать: «Пӗрре… иккӗ… виҫҫӗ…», — вун пӗрте шыв янӑраса шампӑлтатни илтӗнчӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент ӑвӑс ҫурта ҫӑмхине кӑларчӗ, кӑштах касса илчӗ, касӑка кантра йӑлмакӗпе ҫирӗплетрӗ, чӗртрӗ, унтан ҫунаканскере тарӑн ҫыралла антарчӗ; ҫутӑ кӗҫех ҫурма ҫавра шайне ҫитрӗ, анчах мӑйӑр пысӑкӑш ҫулӑм ҫути авалхи-авалхи сӗм тӗттӗмлӗхе ҫӗнтерме-сирме вӑй ҫитереймест, кантра тӑррине аран-аран, хевтесӗррӗн ҫутатса хӗрлӗ пӑнчӑлла ҫеҫ хускалкалать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗр стакан шур эрех, галет, сивӗ какай татӑкӗ; тӗпсӗр ҫыралла саланкӑрлӑн тӗсенӗ май ҫисе тӑранчӗ ӗнтӗ.Стакан водки, галета и кусок холодного мяса; он насыщался, рассеянно смотря в пропасть.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна лӗклентерчӗ; питӗ хытӑ ӗҫес килнӗрен хӑйне пӗтӗмпех ислетсе пӗтерчӗ, графина пушатрӗ те ӑна ахрат ҫыралла вӑркӑнтарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Лорх шурӑ ҫӑлтӑрсен сапаланчӑкӗнче, ту хырҫи ҫийӗн, тулли уйӑха сӑнать; унӑн ҫути тӗпсӗр ҫыралла мӗлкесен витӗр курӑнми кӗтесӗпе ӳкнӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Страницăсем:
- 1