Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыраканни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левен, кӑранташ тупса, ҫыраканни пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки кӗнекине сутса ярсан, хайхи чаплӑ йӗкӗт ман ума пычӗ те: — Паллашар, тӑванӑм, эпӗ — «Хунар ҫути» сӑвва ҫыраканни, Шупуҫҫынни, Николай Васильевич, — тет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫыру ҫыраканни.

— А кто писал.

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Латынла кӗнекесем ҫыраканни мӗн ятлӑччӗ-ха?

Как, бишь, того звали, что латинские вирши писал?

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Эсхил чи малтан трагедисем ҫыраканни пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна «трагеди ашшӗ» тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

— Кам пӗлет, ҫыраканни ҫырать пуль…

— Может, кто-то и пишет…

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Музыкине ҫыраканни, калӑпӑр Крейцер сонатинех ҫыраканни — Бетховен, хӑй мӗншӗн ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑла лекнине пӗлнӗ вӗт-ха, ҫав кӑмӑл-туйӑма пула вӑл мӗн те пулин тунӑ, ҫавӑнпа уншӑн ҫав кӑмӑл-туйӑмӑн пӗлтерӗшӗсем пулнӑ, маншӑн вара — нимӗн те ҫук.

Ведь тот, кто писал хоть бы Крейцерову сонату, — Бетховен, ведь он знал, почему он находился в таком состоянии, — это состояние привело его к известным поступкам, и потому для него это состояние имело смысл, для меня же никакого.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хальхи ҫынсем ҫакӑн пек чунлӑ мар ҫынсене хӑйсен пӗлӗшӗсен йышне илменнине, вӗсемсӗрех пӗлӗшсем сахал пулнипе аптраманнине тата хӑйсен пӗлӗшӗсене вӗсем нимпе те уйрӑлса тӑман ҫынсем, ахаль ҫынсемех тесе шутланине вара кӗнекене ҫыраканни малтанах курса тӑма пултарайман, вулакансем камсем пулассине те чухлайман.

Не предвидели, кто писал книгу, не понимают, кто читает ее, что нынешние люди не принимают в число своих знакомых никого, не имеющего такой души, и не имеют недостатка в знакомых и не считают своих знакомых ничем больше, как просто-напросто нынешними людьми, хорошими, но очень обыкновенными людьми.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫыраканни католикла архирей пулнӑ пулсан, вӑл, паллах, папа тӗнне тытса пыртарасшӑн пулнӑ пулӗччӗ.

Если бы католический архиерей писал, он, точно, стал бы обращать в папскую веру.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫыраканни, ҫапла, награда илеймесӗрех вилнӗ эппин?

А сочинитель так без награды и умер?

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫак вӑхӑтра ватӑрах кӑна сестра тепӗр ҫамрӑкрах сестра патне чирлисен ячӗсене ҫыраканни патне пычӗ, ҫамрӑкки ыйтсан, ватӑраххи: — Ӑҫтан ҫын пултӑр! Аран илсе ҫитерчӗҫ те, — тесе хучӗ.

потому что эта пожилая сестра подошла к другой сестре, помоложе, которая записывала больных, и та что-то спросила ее, а пожилая ответила: — Ну, где там! Едва довезли.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанласа эпӗ афишӑсем ҫыпӑҫтараканниччӗ, унтан эп вӗсене сӑрласа ҫыраканни пултӑм, вӗсенчен пӗри, симӗс попугайли, питӗ лайӑхчӗ те, Кораблев ӑна хӑй валли асӑнмалӑх тесе илчӗ.

Сперва я расклеивал афиши, потом стал рисовать их, и одна, с зеленым попугаем, так удалась, что Кораблев взял ее на память.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чи аван ҫыраканни, паллах, Валя пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Лайӑх арҫынран хӗрарӑм ниҫта та каймасть. Эпӗ упӑшка хӗненине чылай чӑтса пурӑнтӑм, аяк пӗрчи шӑммине те хуҫнӑччӗ вӑл манӑнне», — мӗншӗн уйрӑлма тӗв тытнине уҫӑмлатрӗ Ольга, суда заявлени ҫыраканни шӑпах вӑл пулнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех