Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫыпӑҫулӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Калавӗ-повеҫӗсенче, вӑл е ку килӗшӳллӗ героя сӑнланӑ май, Николай Мартынов час-часах «хӑтлӑ» сӑмахпа усӑ курать: ҫыннӑн сӑн-сӑпачӗпе чун-чӗре ҫыпӑҫулӑхне, ҫынсен пӗрпӗрин хушшинчи килӗштерӳлӗхне палӑртать вӑл ҫак сӑмахпа.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Чӑнах та — ҫапла пулма пултарнӑ, анчах, Филатр сӑнарласа кӑтартнӑ психика ӳкерчӗкӗн ҫыпӑҫулӑхне пӑхмасӑр, кӑмӑлӑм хӑрушла хуҫӑлчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑй ӗмӗтне пурнӑҫлас ӗҫре Пирогов ташӑ ҫине пысӑк шанчӑк хучӗ: пӗрремӗшӗнчен, ку хӗрарӑма кӑмӑла кайрӗ, иккӗмӗшӗнчен, ташланӑ чух хӑйӗн ҫыпӑҫулӑхне кӑтартма пулать, виҫҫӗмӗшӗнчен, ташланӑ чух ҫывӑхах паллашма, нимӗҫ арӑмне ыталама, ун кӑмӑлне кайма пулать; кӗскен каласан, вӑл ташланӑ хыҫҫӑн ӑна хӑй майлӑ ҫавӑрасса шанчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хитре арӑм хӑраса ӳкрӗ; анчах та Пирогов ку хутра асӑрхануллӑрах пулчӗ, хӗрарӑма ӑшшӑн саламларӗ, хӑйӗн ҫан-ҫурӑмӗн ҫыпӑҫулӑхне кӑтартса, пуҫ тайса илчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Страницăсем:
- 1