Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑнман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе сехет хушши эпӗ пӑшалпа уйхир тӑрӑх ҫӳрерӗм, тен, чарӑна пӗлмен хӗрхенӳсӗр ҫӑвакан ҫав тери вӗтӗ те сивӗ ҫумӑр мӗн иртенпех ман ҫумма, ватӑ хӗртен те йӗрӗнчӗклӗрех ҫыпҫӑнман пулсан, вӑл мана вара юлашкинчен ӑҫта та пулин ҫывӑхра вӑхӑтлӑха та пулсан хӳтӗлӗх шырама хӗтӗртмен пулсан, тен, эпӗ хама кӗтсе тӑракан кӗрсе выртмалли ҫурта, Курск хулине каякан ҫул хӗрринче лараканскере, каҫ пуличчен тавӑрӑнман та пулӑттӑм.

Уже несколько часов бродил я с ружьем по полям и, вероятно, прежде вечера не вернулся бы в постоялый двор на большой Курской дороге, где ожидала меня моя тройка, если б чрезвычайно мелкий и холодный дождь, который с самого утра, не хуже старой девки, неугомонно и безжалостно приставал ко мне, не заставил меня наконец искать где-нибудь поблизости хотя временного убежища.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Вӑл ҫав патакӑн йывӑҫӗпе тивертсе пӑхнӑ: патак чул ҫумне ҫыпҫӑнман.

Он тронул камень деревом — не прилипает.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Магнис, чулсем йӗпе мар-ши тесе, аллипе хыпаласа пӑхнӑ: чулсем тип-типех пулнӑ, алӑ ҫумне ҫыпҫӑнман.

Он потрогал рукой — камни сухие и к рукам не липнут.

Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тусене, хӗвел вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнман е вӗсенчен аякран ҫаврӑнса кайнӑ пек, темшӗн яланах кӑвакрах сӗм витсе тӑрать.

Горы же все время были почему-то в тени, будто солнце не приставало к ним или обходило их стороной.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Чи малтан, ун пек каланине илтсен, Вера Павловна тӗлӗнсе кайнӑ: анчах ун ҫинчен темиҫе кун хушши шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла каланӑ: «манӑн пурнӑҫ? — эпӗ ӳссе ҫитӗннӗ тасамарлӑх, вӑл та лайӑх мар пулнӑ вӗт; ҫапах та вӑл ман ҫума ҫыпҫӑнман; унпа вараланман хӗрарӑмсем вӗсем пиншерӗн, вӗсем те пирӗн пек ҫемьесенчех ӳссе ҫитӗннӗ. Телей пулӑшнипе ҫавӑн пек мӗскӗн пурнӑҫран хӑтӑлса юлакансем пулсан, мӗн тӗлӗнмелли пур ӗнтӗ?»

На первый раз она была изумлена такою исповедью; но, подумав над нею несколько дней, она рассудила: «А моя жизнь? — грязь, в которой я выросла, ведь тоже была дурна; однако же не пристала ко мне, и остаются же чисты от нее тысячи женщин, выросших в семействах не лучше моего. Что ж особенного, если из этого унижения также могут выходить неиспорченными те, которым поможет счастливый случай избавиться от него?»

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ Троцкий чухлӗ хутла пӗлместӗп, тата эпӗ ун йышши те мар… парти ҫумне эпӗ нумай вӗреннӗ кӑмӑрчак пулса пырса ҫыпҫӑнман, хамӑн чӗремпе, партишӗн тӑкнӑ хамӑн юнпа ӳтленсе ҫыпҫӑнса ларнӑ!

Но я такой грамоты, как Троцкий, не знаю, и я не так, как он… к партии я не ученым хрящиком прирастал, а сердцем и своей пролитой за партию кровью!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫыпҫӑнман пулсан, тахҫанах…

А то бы давно, если б не прирос…

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех