Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпҫӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫыпҫӑн (тĕпĕ: ҫыпҫӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан ҫыпҫӑн, сухӑр!

— Отстань, смола!

XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Хваттер пирки мана ан ҫыпҫӑн урӑх.

— Так не приставай больше с квартирой.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манӑн ҫума урӑх ан ҫыпҫӑн, — терӗ карчӑк.

И не мешай мне, — сказала старушка.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна турӑ пӗлсе тӑтӑр, эсӗ ан ҫыпҫӑн унта.

Это пусть бог знает, ты к этому не прилипай.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Эмелне хӑҫан ӗҫес килет, ӑна хӑвах илсе ӗҫ, манӑн ҫума ан ҫыпҫӑн», — терӗ юлашкинчен мӑнаккӑшӗ.

И в конце концов она велела ему принимать лекарство самому и оставить ее в покое.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

13. Ҫын ҫумне ан ҫыпҫӑн, сана тӗртсе ан яччӑр, ытла аякра та ан тӑр, сана манса ан кайччӑр.

13. Не будь навязчив, чтобы не оттолкнули тебя, и не слишком удаляйся, чтобы не забыли о тебе.

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ватӑсенӗн пухӑвне ҫӳре, кам ӑслӑ, ҫавӑн ҫумне ҫыпҫӑн; тасалӑхлӑ сӑмах-юмаха итлеме кӑмӑлла, ӑса вӗрентекен ытарӑшсем санран иртсе ан кайччӑр.

35. Бывай в собрании старцев, и кто мудр, прилепись к тому; люби слушать всякую священную повесть, и притчи разумные да не ускользают от тебя.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑра, [пӗр] Ӑна анчах пӑхӑнса тӑр, [Ун ҫумне ҫыпҫӑн,] Унӑн ячӗпе тупа ту.

13. Господа, Бога твоего, бойся, и Ему [одному] служи, [и к Нему прилепись,] и Его именем клянись.

Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек.

«А я откуда знаю, когда он приедет, отвяжись», — говорю ей, но она этими вопросами с утра до ночи меня долбит и долбит, как дятел сухую лесину.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех