Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынҫиенсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫынҫиенсен аллине урӑх ан ҫаклан!

И больше не попадайся людоедам в лапы!

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сехет те иртмӗ, вӗсене пурпӗрех хуса ҫитӗҫ, вӗсем ҫынҫиенсен аллине лекӗҫ.

Не пройдет и часа, как их все равно догонят и они попадут в руки людоедов.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫынҫиенсен ҫӗршывӗ ҫакӑнта пулнӑ пирки Дик Сэнд пӗрре те иккӗленмерӗ.

Дик Сэнд не мог сомневаться, что именно здесь находится страна людоедов.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче вӑл Бамбарӑра, Маниемӑра, ҫынҫиенсен ҫӗршывӗнче пулнӑ, Луалаба шывӗ хӗррине ҫитнӗ.

21 сентября он был в Бамбаре, в Маниеме, области людоедов, и дошел до реки Луалабы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Камерон та ҫынҫиенсен «моэнне бугга» ятлӑ йӑхӗпе тӗл пулнӑ.

Камерон также столкнулся с племенем людоедов — моэнне бугга.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫынҫиенсен аллине ҫакланиччен путса вилес хуть!

Лучше утонуть, чем попасть в руки к людоедам!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шӑп кӑна кӑҫалхи 1865 ҫулта пӗтӗм тӗнчери таварсене ҫак ҫынҫиенсен ҫӗршывӗнчи кермене илсе килнӗ.

Как раз в нынешнем, 1865 году товары и изделия всего света выставлены в этом дворце в стране людоедов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Манӑн пурӑнӑҫӑм ҫынҫиенсен хырӑмӗнче пӗтмелле пулсан, паллах ӗнтӗ, мана малтан пӗҫерсен хамшӑн авантарах пулать.

— Ясно, что если мне суждено кончить жизнь в желудке людоеда, я предпочитаю предварительно быть сваренным.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынҫиенсен кӗрекинче повар пуласси — ытлашши тӗлӗнмелле йӑпанчӑк пулнӑ!

Быть поваром в людоедстве дикарей — это было необыкновенное развлечение!

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑрман хӗрринче ӳсекен йывӑҫсене астунипе ҫеҫ ҫав ҫынҫиенсен ӗҫки-ҫики вырӑнне пӗлтӗм.

Только по деревьям на опушке прибрежного леса я догадался, что людоеды пировали именно здесь.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл лайӑх тирпейлесе пытарнине пула ҫынҫиенсен йӗрӗсем те юлман, ҫав вырӑна тепре пырсан, эпӗ ӑна часах палласа та илеймерӗм.

Он так тщательно уничтожил все следы дикарей, что, когда я снова побывал на том месте, я не сразу мог его узнать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл, эпӗ ӗнтӗ ун ҫинчен каланӑччӗ, тинӗспе ҫынҫиенсен вучӗ хушшинче, хӑйӑр ҫинче, выртать.

Он, как уже сказано, лежал в стороне, на песчаном берегу, между морем и костром дикарей.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир персе ярсан, ҫынҫиенсен ушкӑнӗ ҫав тери хытӑ хӑраса ӳкрӗ!

Легко себе представить, какое страшное смятение произвели наши выстрелы в толпе дикарей!

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мана ҫынҫиенсен пулас ирсӗр ӗҫӗ тем пекех тарӑхтарса ячӗ.

Меня страшно взволновало злодейство, которое должно было совершиться сейчас.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑ паллӑ: ҫынҫиенсен ушкӑнӗ утрав ҫине пӗртен-пӗр ӗмӗтпе килнӗ — вӗсем хӑйсен тӑшманӗсене ҫӗнтернӗ ятпа уяв тӑвасшӑн.

Было ясно, что вся эта толпа дикарей явилась на остров с единственной целью — отпраздновать свою победу над врагом.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунта килнӗ ҫынҫиенсен ушкӑнӗ вара хайсен ӗҫки-ҫикине утравӑн ку ҫыранӗ хӗрринче тунӑ.

Совершенно так же поступил тот отряд дикарей, который выбрал местом для пира один из берегов моего острова.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах ку плана пурнӑҫа кӗртме йывӑр та хӑрушӑ: хама кирлӗ тискер этеме тытмашкӑн манӑн ҫав ҫынҫиенсен ушкӑнне тапӑнмалла, вӗсене пурне те вӗлерсе пӗтермелле пулать, ку вара маншӑн ытла йывӑр ӗҫ.

Но план этот очень опасен и труден: ведь для того чтобы захватить нужного мне дикаря, я должен буду напасть на толпу людоедов и перебить всех до единого, а это мне едва ли удастся.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ҫыран хӗррине чупса антӑм та унта ҫынҫиенсен ирсӗр ӗҫкӗ-ҫики юлашкине курнипе шутсӑр тарӑхса кайрӑм, ҫилле шӑнараймасӑр, чут кӑна кӑшкӑрса ямарӑм.

Я побежал к берегу и чуть не вскрикнул от ужаса и гнева, когда увидел остатки происходившего там свирепого пиршества.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех