Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннӑнне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑнне ҫини ҫитмест, ҫыннӑнне хапсӑнатӑн-ҫке питех…

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл халиччен ҫыннӑнне йӗп те илсе курман.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпӗ ҫыннӑнне вӑрласа пуймастӑп вӗт, йӑлтах хам вӑйпа тунӑ, хам алӑпа шӑлса пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курак матки те ҫыннӑнне мӗн те пулин туртса илме именсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр ҫамрӑк ҫыннӑнне, ӑна хӑваласа ҫитсех гостиница ӑҫтине ыйтса, сехринех хӑпартрӑмӑр вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫыннӑнне вӑрламан, мӗн пуррине йӑлтах хам алӑпа, хам тарпа тунӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эрех вӑл: темле ӑслӑ ҫыннӑнне те ҫур ӑсне туртса илетӗп, тесе мухтанать, тет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темшӗн виҫӗм ҫул мана тӑван кӗтес тин ҫеҫ туртма пӑрахнӑ ҫыннӑнне чӗлӗм тӗтӗмӗ пуҫ ҫавӑрнӑ пек ҫавӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ют ҫыннӑнне уясси вара чылайӑшӗн иккӗмӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ку ялсем тырӑ вырса пӗтернӗ иккен, те ҫав ятпа савӑнать хресчен, те кӗркунне тулӑхӗпе усӑ курса туй-шилӗк кӗрлеттерет — пӗлсе пӗтер ҫыннӑнне

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Шӑмми-шаккине хуҫа-хуҫа пӗтермелле те вӑл ҫыннӑнне!

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вилнӗ ҫыннӑнне сӗвсе илсе мар…

Не с покойника.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Урама, халӑх хушшине вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫынна каласа пама мар, ҫыннӑнне татса илме, ҫаклатса юлма тухаҫҫӗ, вара, ҫавна килне илсе таврӑнаҫҫӗ те, ҫултан-ҫулах вӑрахӑн тӑсӑлса пыракан куллен-кунхи ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама хӑнӑхса ҫитнӗ пуҫри йывӑр шухӑшсем хушшинче ӑна ҫӗтӗлтерсе вӗтетсех яраҫҫӗ; кашни ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ тӗрме пулса тӑнӑ, алла ҫакланнӑ ҫӗнӗлӗх ҫавӑнта нумайччен йывӑр та тӗттӗм тыткӑнра тертленет, унтан вара, халтан янӑскер, нимӗн те ҫуратса хӑвармасӑрах хуллен вилсе выртать.

На улицу, к миру, выходили не для того, чтобы поделиться с ним своими мыслями, а чтобы урвать чужое, схватить его и, принеся домой, истереть, измельчить в голове, между привычными, тяжёлыми мыслями о буднях, которые медленно тянутся из года в год; каждый обывательский дом был темницей, где пойманное новое долго томилось в тесном и тёмном плену, а потом, обессиленное, тихо умирало, ничего не рождая.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Эпӗ пӗлетӗп — эсир тӳрӗ ҫын, ҫыннӑнне хапсӑнмастӑр.

Я знаю — вы человек честный, чужого не возьмете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Шурӑ ҫыннӑнне?

— Белого?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сывӑ ҫыннӑнне мӗншӗн тытса пырас-ха?

А так зачем же?

Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Старик ӗҫе юратать, ҫыннӑнне иличчен хӑйӗн аллисене касса татма хатӗр, хӑй те ун пек тӑрӑшнӑ, пире те ҫавна вӗрентнӗ.

Труженик старик, скорее себе руки обрубит, чем чужое возьмет, сам так жил и нас тому учил.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫыннӑнне мар, хам вӑй-халпа хам тар юхтарса тунине.

И не чей-нибудь, а свой, своим горбом и своим потом заработанный.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эсӗр унпа шут тӑвӑр, эпӗ сирӗн чӗлхӗре те пӗлместӗп, тахӑшӗ хӑйӗн хушаматне ҫырать, тахӑшӗ ҫыннӑнне ҫырать…

Вы с ним считайтесь, а я и языка вашего не понимаю, кто свою мне фамилию распишет, кто чужую…

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех