Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».

Куҫарса пулӑш

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

Ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлне ӑнланса ҫитерейменнипе.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Регионта пурӑнакан кашни ҫыннӑн тӑван тӑрӑхӗн аталанӑвне тӳпе хывма май пур.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлав вӗҫленсе пырать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d1%81%d0%b ... %82%d1%8c/

Ахӑртнех, пӗчӗк ҫыннӑн пысӑк хуйхине вӑл кӑна, хӑй пӗчӗк пулнӑран, лайӑх ӑнланать пулас ҫав.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫыннӑн усал сӑмахӗ, ҫӑткӑн кайӑк евӗр, ют ҫын чунне иленме, унта йӑва ҫавӑрса, ҫумра мӗн лайӑххи пуррине аркатса пурӑнма юратать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тем чухлех кирлине те хаклине шырасан-шырасан, вӑл ним туса та тупӑнмасан, ҫав хушӑрах хакли таҫта ҫывӑхрах, юнашартах пек туйӑнсан, ҫыннӑн тӑрук вӑй пӗтсе, кун ҫути тӗксӗмленсе каять.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Апла калани вӑл ҫыннӑн ытарайми пурлӑхне туртса илнинчен те хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Упаленсе, пурӑнас килнипе ҫыннӑн лапраллӑ калушне те ҫуласа тасатма хатӗр пулнӑ Антипавлов, Сапсайкин кумӑшӗ, тӗрмерен тухса тарма хӑтланнӑ вӑхӑтра вӗҫленӗ иккен кун-ҫулне…

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ват ҫыннӑн пырӗ туратлӑ ун, — пӗр кана ҫикеленӗ Кулинейккӑна калать аслашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Салтак ҫулне ҫитме ҫыннӑн пӗтӗмпе миҫе кун пурӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чӑвашсем чӑн малтан ҫыннӑн кӑмӑл-сипетне, сывлӑхне, питне-куҫне, тыткаларӑшне, уттине, калаҫӑвне хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӑш-пӗр паллисем ҫыннӑн кил-йышри вырӑнӗ пирки хыпарланӑ, теприсем вара ҫын хӑйӗн ӑрӑвӗ-несӗлӗпе, Ҫутҫанталӑкпа, Тӗнче уҫлӑхӗпе мӗнле килӗшӳре пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Унӑн ӗлки, капашӗ, тӗсӗ, тӗрри-эрешӗ ⎼ пурте пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, вӗсем ҫыннӑн этнос ушкӑнне, социаллӑ тӑрӑмне, арлӑхне, ӳсӗмне, мӑшӑрлӑхне палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

А.А. Трофимов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав тапхӑрта «сӗм авалхи ӑнлавсемпе, тӗнче курӑмпа ҫыхӑннӑ ӗмӗрхи хавалсем ҫирӗп упраннӑ… капӑрлӑх тавраш йӑла-йӗрке картишӗнчен ытлашши уйрӑлса кайман тата ҫыннӑн ӳсӗмӗпе, арлӑхӗпе питӗ ҫураҫуллӑ пулнӑ».

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Газель» водителӗ аварире вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37447.html

Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пӗр ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html

…Егор Петрович пекех интереслӗ те нумай пурӑнасчӗ, юлашкинчен ун пекех «ӑсран тайӑласчӗ», ватӑ ҫыннӑн романтики мӗнлине пӗлесчӗ, вилес пулсан — музыкӑпа, вилесчӗ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна аманнӑ ҫыннӑн тыткӑна лекиччен перӗнсе вилни аванраххине ӑнлантарма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл итлемерӗ, пистолета памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Йӑлтах вӑйран кайнӑ арӑмне вӑл чирлӗ ҫыннӑн картишӗнче уринчи йӗлтӗрӗсене салтнӑ вӑхӑтра хӑваласа ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Стена ҫумӗнче папаха тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫыннӑн пысӑк портречӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех